Комисси ертӳлĕхĕ паллă

2010 çул вĕçĕнче Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ пулнă Людмила Линик хăй ирĕкĕпе ĕç вырăнне пушатсан комисси пуçлăхĕн тивĕçĕсене ĕнерччен унăн çумĕ Александр Цветков пурнăçларĕ.

 

Ĕнерех 2007 çулхи утă уйăхĕнче йĕркеленĕ Тĕп суйлав комиссийĕн полномочийĕсен вăхăчĕ вĕçленчĕ. Çавна май «сыв пуллашакан» тата ĕçе тытăнакан комисси членĕсем пĕрле Правительствăн пĕчĕк залĕнче пухăнчĕç. Унчченхи комисси йышĕнче тăрăшнисене Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский, Раççей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссийĕн татса паракан сасăллă членĕ Антон Лопатин хастар ĕçшĕн тав турĕç, тăван республикăмăрăн патшалăх наградисемпе, Хисеп хучĕсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç.

 

Унтан комиссин çĕнĕ йышĕ ĕçе тытăнчĕ: татса паракан сасăллă вун икĕ член хăйсен йышĕнчен ертÿлĕхе суйларĕ. Республика ертÿçи унăн пуçлăхĕнче 1999 çултанпа кунта ĕçленĕ, лайăх енĕпе палăрнă Александр Цветкова курасшăн - Раççей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссине унăн кандидатурине сĕннĕ. Ăна пур енлĕн пахаланă хыççăн сĕнÿпе килĕшнĕ. Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн пĕрремĕш ларăвĕнче Александр Иванович кандидатурине тепĕр хут тĕплĕн тишкернĕ хыççăн унăн хушаматне суйлав бюллетеньне кĕртрĕç. Кĕçех паллă пулчĕ: хальхи комиссин пур членĕ те уншăн сасăланă. Александр Цветков яваплă ĕçе шаннăшăн пурне те тав турĕ, ăна тÿрре кăларма, тăван республикăмăршăн тăрăшса ĕçлеме шантарчĕ. Пĕрремĕш лару ертÿçĕ çумĕ пулма Çĕнĕ Шупашкар хула депутачĕсен пухăвĕ сĕннĕ тулли мар яваплă «Хĕвел» обществăн производство площадкин хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен пуçлăхне Петр Карлович Куприна çирĕплетрĕ. Комисси секретарĕн ĕçĕсене малашне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн пулăшуçи Сергей Тарасов туса пырĕ. Комисси йышне Сергей Николаевича Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕ сĕннĕ. (Ю.Степанов)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
28 июля 2011
14:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter