Чăваш Республикин Президенчĕ Шупашкар хулинче вырнаçнă ял хуçалăх пасарĕсен ĕçĕпе паллашнă

Утă уйăхĕн 28–мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулинче вырнаçнă ял хуçалăх пасарĕсене çитсе вĕсен ĕçĕпе паллашнă. Çул çӳреве Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Халăхсен хушшинчи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн Председателĕ Константин Косачев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илӳ министрĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата çавăн пекех Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хутшăннă. Чи малтанах пуçлăхсем «Çурçĕр» суту-илӳ комплексĕнче пулнă. Куллен пасара 8 пине яхăн çын çӳрет. Тавр çаврăнăшĕ те самаях пысăк. Чăваш Ен Президенчĕ «Вавилон» лавккана кĕнĕ. Лаптăкĕпе илсен пĕчĕк çеç пӳлĕм. Çапах та сутăçсем куллен халăх ыйтакан таварсене кăмăлпах сутаççĕ. «Лавка пĕчĕк пулни тата çитменнине шăрăх тăракан çанталăкра сывлăша уçăлтаракан (кондиционерсем) пулманни чăрмав мар-и?»,- тесе ыйтнă Михаил Игнатьев. «Паллах. Сивĕ çанталăксенче пылак апат-çимĕç таврашне çынсем пĕршер, икшер килограмм туяннă пулсан, халĕ вара тутанса пăхмаллăх çеç илеççĕ»,-  хурав панă сутăç. Çула май аш-какай сутакансемпе калаçнă. Сентресем çинче хамăр республикăрах туса кăларакан таврсем ытларах пулнишĕн пуçлăхсем кăмăллă юлнă.  Паян ялта пурăнакан, хăйсен хушма хуçалăхĕсенче туса илнĕ ытлашши тавара пасарсенче сутса, киле валли тупăш илни аван. Хуçасем пасарта тĕл пулнă ватă çынсемпе курса калаçнă. «Эсир час-часах çак пасарсене таварсем илме çӳретĕр-и?»,- ыйтнă Михаил Игнатьев. «Юнашарах пурăнатăп тата çитменнине ку пасарта яланах пăсăлман таварсем сутаççĕ, хакĕсем те пире тивĕçтереççĕ»,- тесе хуравланă ватă кинемей Агния Николаевна. «Анчах пире, ватăсене, пасара кĕрсе тухма пит меллех мар. Пасарта (шалти лаптăкĕнче) машинăсем пĕрин хыççăн тепри утса çӳреме чăрмав кӳреççĕ»,- тенĕ калаçăва хутшăнакансем. Ку ыйтăва çийĕнчех татса пама хушса хăварнă пуçлăхсем. Хыççăн ятарлă ушкăн Эльгер урамĕнче вырнаçнă ял хуçалăх таварĕсем сутакан вырăна çитнĕ. Кунта сентресем çинче туллиех хушма хуçалăхра туса кăларакан таварсем выртнă: пахча-çимĕç, сĕт-çу, тăпăрчă тата ытти те. Тавара сутакансем хушшинче çамрăк хĕрсем  пулнă. Президента пĕр çамрăк хĕрупраç таварсене сутма килĕшни çинчен пĕлтернĕ. «Кунта эпир аннесене пулăшатпăр, сутса тупăш илнĕ укçана вара çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрленсе япаласем илнĕ çĕре яратпăр»,-  савăнăçне пытармасăр хуравланă çамрăк. Президент калаçăва малалла тăсса: "Пирĕн пулас ăрăва мĕн ачаран ĕçлеме вĕрентес пулать. Республикăра пурĕ 11 пин ĕçсĕр çын шутланса тăрать. Вĕсенчен 4 пин çынна ĕçпе тивĕçтерме май килнĕ. Ку ĕç малалла та пырать. Пирĕн сирĕнпе пĕрле, ĕçсĕр çынсен шутне чакарасси тĕп тĕллевсенчен пĕри",- палăртсах каланă. Пухăннă халăха пасарăн пуласлăхĕ ыйту та канăç паман. Михаил Игнатьев тӳрех хурав панă. «Сирĕн иккеленме кирлĕ мар, пасар малалла та аталансах пырĕ, сире куллен кирлĕ ял-хуçалăх таварĕсемпе тивĕçтерĕ», -тесе пĕлтернĕ вăл. Николаев урамĕнче вырнаçнă пасарта Михаил Игнатьев ытларах таврсен хакĕсем çине тимлĕх уйăрнă. Хăш-пĕр ыйтусене пĕрле çӳрекен министăрсене тепĕр хут тишкерсе илме хушнă. Ĕçлĕ çул-çӳрев хыççăн Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравланă.



29 июля 2011
11:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter