Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревпе Канаш районĕнче тата Канаш хулинче пулнă

Паян Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревпе Канаш районĕнче тата Канаш хулинче пулнă. «Канаш» ОООра республика пуçлăхĕ выльăх апачĕ хатĕрленипе паллашнă. Паян хуçалăхра пурĕ 500 ытла  мăйракаллă шултра выльăх шутланса тăрать. 2011 çулта акнă лаптăк 1788 гектарпа танлашнă. Паянхи кун тĕлне 14 гектар çинчи курăксене пухса кĕртнĕ. Предприяти сĕт комплексĕ тума, ăратлă çамрăк выльăх туянма, сĕте тирпейлемелли оборудовани вырнаçтарма палăртнă. Хуçалăх ертÿçи Махмуд Гулиев пĕлтернĕ тăрăх кăçал машинăпа трактор паркне 80 процент таран çĕнетнĕ. Вăл патшалăх пулăшăвĕсĕр «Канаш» çакăн пек пĕр тикĕс ĕçлейменнине палăртнă. «Кăçал пирĕн предприятие патшалăх 3 млн тенке яхăн парса пулăшрĕ. Çакă выльăх йышне сыхласа хăварма кăна мар, ÿстерме те май пачĕ», - тенĕ вăл. Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов районта акакан лаптăксене чакарманни, тип шар кÿнĕ тăкаксене пĕтерме патшалăх 14 млн тенке яхăн пани çинчен каланă. «Тăрăшса вăй хумалла, выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ хатĕрлемелле, тыр-пула çухатусăр пухса кĕртмелле», - палăртнă Президент.

Çеçпĕл ялĕнче Чăваш Ен ертÿçи пусă тумалли ункăсем, керамзит блоксем туса кăларнипе паллашнă. Пысăках мар предприятие Ирина Сергеева уçнă. Ялта пурăнакан хĕрарăм пĕлтĕр Çеçпĕл ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн гаражĕ пулнă çурта туяннă, çĕнĕ производство йĕркеленĕ, 15 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Çамрăк ĕçченсем Артемпа Алексей Васильевсем Президентпа калаçнă, хăйсене ĕç килĕшни, урăх вырăна тухса кайма шухăшламанни çинчен пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев яшсене - ăнăçу, хуçалăха лайăх аталанса пыма суннă. Çавăн пекех хастар предприниматель Александр Афанасьев ялта полиэтилен пăрăхсем, çÿп-çап пухмалли хутаçсем, михĕсем туса кăларассине йĕркеленĕ. Предприятире вырăнта пурăнакан 8 çын вăй хурать.  Президент кÿршĕллĕ уйсенче çум курăк  çинче чарăнса тăнă, ял тăрăхĕн ертÿлĕхне çывăх вăхăтрах йĕрке тума хушнă. Районăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пĕрремĕш çур çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май канашлура Михаил Игнатьев хуçалăхсен пурин те тыр-пула пухса кĕртме тытăнмаллине каланă.  Çавăн пекех республика пуçлăхĕ районта ĕç укçи пĕчĕк пулнă пирки асăрхаттарнă, вырăнти влаçсене çак ыйтăва татса пама хушнă.  

 Канашра Михаил Игнатьев хулари больницăн ĕçĕпе паллашнă. «Пире, врачсене, паян ĕçлеме кăмăллă, оборудованисем пĕтĕмпех çĕнĕ технологипе килĕшсе тăраççĕ, шалу укçи пысăк пулни куллен ĕçе çӳреме хавхалантарсах тăрать»,- пĕлтернĕ Тамара Максимова врач. «Паян вырăнти пуçлăхсем халăхсемшĕн еплерех тăрăшни, çынсен кăмăл-туйăмĕ ырă енне улшăнни - мана кăсăклантаракан  тĕп ыйту»,- тенĕ Чăваш Ен Президенчĕ журналистсемпе калаçнă май. Анчах та ыйтусем хушшинче Канаш хулинче ĕçсĕррисен шучĕ пысăк пулни,çурт-йĕр тата коммуналă хуçалăх енĕпе ĕçлекен ертӳçĕсем хăйсен ĕçĕсем çинчен пачах та халăха пĕлтерсе тăманни куç кĕретех. Çитес вăхăтрах ку ыйтусене татса пама хушса хăварнă Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев. Хула çыннисем Президента куллен кăсăклантаракан ыйтусем панă. Пур ыйту çине те Президент вырăнтах хурав панă.  Канашлура Стратеги - 2020 пурнăçлассине пăхса тухнă, муниципалитет аталанăвĕн малашлăхне палăртнă.

 



29 июля 2011
19:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter