Чăваш Республикин тата Тутарстан Республикин Президенчĕсем Михаил Игнатьевпа Рустам Минниханов Пĕтĕм Раççейри чăваш культурин V «Уявне» хутшăннă

Иртнĕ кану кунĕнче Чăваш Республикин тата Тутарстан Республикин Президенчĕсем Михаил Игнатьевпа Рустам Минниханов Пĕтĕм Раççейри чăваш культурин V «Уяв» мероприятине хутшăннă. Уяв Тутарстанри Нурлат районĕнче иртнĕ. Пысăк та хаклă хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Рустам Миннихановпа Михаил Игнатьев ал ăстисен ĕçĕсемпе паллашнă. Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев «чăвашсен авалтан пыракан пултарулăхĕ, ăсталăхĕ 21-мĕш ĕмĕрти çамрăксене туслă тата килĕшÿре пурăнма пулăшни» çинчен пĕлтернĕ. Кÿршĕллĕ икĕ республика çыхăнăвĕсем çирĕпленсе пынине палăртнă. Рустам Минниханов чăвашсене уяв ячĕпе саламласа пирĕн республика пуçлăхне Патăрьел районĕнче Сабантуй ирттернĕшĕн, Чăваш Енри тутарсене тĕрев парса пынăшăн тав тунă. Президентсем хăйсем те вăйă картине тăнă, чăваш наци кĕрешĕвĕ енĕпе вăй виçекенсен тытăçăвне курма пултарнă.«Чăвашсен наци уявĕсем нумай. Вĕсем Чăваш Енре те, Республика тулашĕнче те иртеççĕ. Акатуй, Сурхури, Уяв тата ыттисем. Вĕсенче - çынсене хавхалантаракан вăй», - тенĕ Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев.



05 июля 2011
13:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter