Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ

Утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Строительство министерствин пуçлăхĕ Александр Гончаров Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшакан фондпа мĕнлерех çыхăнса ĕçлени çинчен пĕлтернĕ. ЧР Патшалăх чрезвычайлă лару-тăру комитечĕн председателĕ Юрий Кекиш çынсен шывсем çинчи хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли мерăсем çинчен пĕлтернĕ. Республикăра çанталăк шăрăх, юхан шывсемпе кÿлĕсенче путса вилнисен йышĕ палăрмаллах ÿснине пĕлтернĕ. Утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче çеç 4 инкеке шута илнĕ, шыва кĕмелли сезон пуçланнăранпа юхан шывсемпе кÿлĕсенче 20 çын ытла путса вилнĕ. Ку енĕпе Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Çĕрпÿ районĕсене палăртса хăварнă. Ытларах чухне инкексен сăлтавĕ - ÿсĕр пуçпа шыва кĕни. Президент сывă пурнăç йĕркине сарас тĕлĕшпе халăхпа анлăрах ĕçлеме хушнă. Шыва кĕмелли вырăнсенче тивĕçлĕ оборудовани пулмаллине палăртнă. Ачасен çуллахи канăвĕ çинчен канашлу вăхăтĕнче ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Венера Муллина каласа кăтартнă. Пĕрремĕш сменăра 53700 ача каннă, сывлăхне çирĕплетнĕ. Планеркăра çавăн пекех Чăваш Енри вăрмансене саккунсăр каснă май тухса тăнă лару-тăрăва, Тутарстанри Нурлат районĕнче Пĕтĕм Раççейри «Уяв» иртнине сÿтсе явнă.



05 июля 2011
13:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter