Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ хĕрĕхмĕш сессийĕ иртнĕ

Утă уйăхĕн 5–мĕшĕнче Чăваш Республикин тăваттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ хĕрĕхмĕш сессийĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский  йĕркелесе ертсе пынă.  Ларăва Федерацин Чăваш Республикинчи  тĕп инспекторĕ Руслан Тихонов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Олег Макаров, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин Президенчĕн Адмнистрацийĕн  ертÿси  Александр Иванов, çавăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем хутшăннă. Чăн малтанах депутатсем  Чăваш Республикин 2011 çулхи тата планпа пăхнă 2012 тата 2013 çулсенчи тапхăрти республика бюджетне «Чăваш Республикин бюджет право хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен» саккунĕн 60-мĕш статйипе килĕшÿллĕн улшăнусем кĕртнĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан М.Ноздряков хăйĕн докладĕнче Чăваш Республикин бюджет политики социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне малалла кайма пысăк витĕм кÿнине, халăхшăн кирлĕ йышăну туса ăна пурнăçа кĕртме пулăшнине палăртнă. 2011 çулта республика бюджечĕ тупăш тата тăкак пайĕсене тĕпе хурса 2704,9 миллион тенкĕ чухлĕ пысăкланнине пĕлтернĕ. Патшалăх Канашĕ çавăн пекех «Чăваш Республикин «Чăваш Республикин Пурне те тивĕçлĕ медицина страхованийĕн территори фончĕн 2011 çулхи тата планпа пăхнă 2012 тата 2013 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен» саккунне  улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проектне вăя кăртме йышăнса хăварнă. Депутатсем кун йĕркинчи кашни ыйтăвах тĕплĕн пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем тунă.



06 июля 2011
14:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter