И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра «çавра сĕтел» калаçу пулса иртнĕ

Утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра «çавра сĕтел»  мелĕпе калаçу пулса иртнĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев, университет ректорĕ Всеволод Агаков, профессорсем, преподавательсем, ĕç паракансем, кăçал диплом илекенсем хутшăннă. Кăçал пурĕ аслă вĕренӳ заведенийĕнчен 3,5 пин çамрăк вĕренсе тухнă, алла диплом илнĕ. Вĕсенчен 300 –шĕ хĕрлĕ диплома тивĕçнĕ. Диплом илекен çамрăксен пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланать. Университет хыççăнхи шутлă кунсенче вĕсен яваплă утăм тумалла: ĕç вырăнĕ тупмалла. Ку ыйту пур çамрăка та кăсăклантарать. Çак тĕл пулу И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ĕçченĕсемпе студенчĕсемшĕн яланлăхах асра юлĕ. Аслă шкул историйĕнче пĕрремĕш хут Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев университет пĕтерекенсене диплом панă, ăнăçу суннă.



06 июля 2011
14:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter