Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Раççей почтин кунĕ кунĕ ячĕпе саламлани

Почта çыхăнăвĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире Раççей почтин кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Почта çыхăнăвĕ Раççей патшалăхĕн историйĕнче яланах паллă вырăн йышăнса тăнă. Хальхи çыхăну хатĕрĕсене пуçарса янă почта паян та миллионшар çыншăн пĕр-пĕринпе хутшăнмалли универсаллă тата лайăх мел пулса тăрать. Почта отраслĕнче тăрăшакансен професси ĕçĕ-хĕлĕ предприятисемпе организацисем йĕркеллĕ ĕçлессине тивĕçтерет, экономика ыйтăвĕсене васкавлăн татса пама пулăшать. Унпа пĕрлех почта ĕçченĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ социаллă тивĕçе те пурнăçлаççĕ – тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан çынсене пĕрлештереççĕ.

Чăваш Енре почта çыхăнăвĕн 410 уйрăмĕнчен тăракан сайра тытăма сыхласа хăварма май килчĕ. Хальхи технологисем хыпара кирлĕ çĕре илсе çитерессине палăрмаллах хăвăртлатаççĕ. Чи аякри ялсенче пурăнакансем те почта пулăшнипе чи çĕнĕ информаци технологийĕсемпе тата çыхăну каналĕсемпе усă курма пултараççĕ.

Çĕнелсе улшăнассине ăнăçлăн пурнăçлакан Чăваш Ен почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсем умри тĕллевсене кирлĕ пек татса параççĕ тата пĕр пĕтĕм информаци анлăхне тивĕçтереççĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Правительстви пулăшнипе почта уйрăмĕсен никĕсĕ çинче халăха патшалăх паракан пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе анлă проект хатĕрлеççĕ.

Сире лайăх пуçарусенче çитĕнÿсем, ырă шанăçпа çирĕп сывлăх, ырлăх тата телей сунатăп!

 

Чăваш Республикин

Президенчĕ Михаил Игнатьев



08 июля 2011
16:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter