“Хĕрлĕ парăс” ача-пăча кану лагерĕ, диаспорăран килнĕ ачасемшĕн асра юлĕ

Муркаш районĕнчи Шомик çывăхĕнчи “Хĕрлĕ парăс” ача-пăча кану лагерĕнче диаспорăран килнĕ ачасем каннă, паян вĕсем “чăвашлăх утравĕпе” сыв пуллашаççĕ. Тутар, Пушкăрт, Мари республикисенчен, Самар, Эрĕнпур, Сарă ту, Ульяновск, Тюмень облаçĕсенчен, Мускавран çитнĕ 50 маттуркка 16 кунра Шупашкарпа, хулари палăксемпе, музейсемпе, кондитер фабрикипе паллашнă, теплоходпа ярăннă, халăх йăли-йĕркине ăша хывнă, юрри-ташшине вĕреннĕ, пултарулăх çыннисем ирттернĕ ăсталăх класĕсене хутшăннă.



08 июля 2011
14:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter