Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас енĕпе ĕçлекен бизнесменсемпе канашлу ирттернĕ
Утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Правительство Çуртĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев республикăри пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас енĕпе ĕçлекен бизнесменсемпе канашлу ирттернĕ. Канашлăва уçнă май Чăваш Ен Президенчĕ çапла калана: «Паян сирĕн пĕр-пĕрин опычĕпе паллашса, ăна пурнăçа кĕртме тăрăшмалла». 2010-мĕш çулта республикăра кредит ресурсĕсемпе усă куракансен шучĕ, 2009- мĕш çулхипе танлаштарсан, икĕ хут ӳснине пĕлтернĕ. Педпринимательсене çавăн евĕр пулăшусем малалла та пуласси çинчен шантарса каланă.
Предпринимательсен хăйсен те тăрăшуллăрах ĕçлемелле. Хăйсен производствине ытларах йĕркелемелле, çынсене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерме тăрăшмалла. Паянхи кун тĕлне республикăра харпăр хай ĕçне йĕркелесе янисен шучĕ 46 пине яхăн, вĕсенчен 54-шĕ пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсем. Асăннă хуçалăхсенчен чылайăшĕ агропромышленность комплексĕнче пурнăçланакан наци проекчĕпе килĕшӳллĕн кредитсем илнĕ.
Çак эрнере иртнĕ Патшалăх Канашĕн анлă ларăвĕнче те пĕчĕк тата вăтам предринимательлĕхе аталантарас ыйтăва хускатнă. Паянхи пурнăçпа килĕшӳллĕн республикăра предпринимательлĕхе аталантарма пĕтĕм май пур çапах та, тепĕр чухне республика тулашĕнчи ĕçтешсенчен вĕренсе пыни те ытлашши пулас çуккине палăртнă канашлăва хутшăнакансем. Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев кăçал бюджет сферинче ĕçлекенсен ĕç укси шайне 30% таран ӳстерме май килнине палăртса хăварнă. Чăваш Республикин экономика министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Александр Быченков вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарас енĕпе патшалăх паракан пулăшу тĕсĕсем çинче чарăнса тăнă. Чăваш Енĕн Суту - илупе промышленность палатин президенчĕ Игорь Кустарин вара предпринимательсене канăç паман хăш-пĕр ыйтăва хускатнă. Калаçăва ытти ертуçĕсем те хастар хутшăннă.