Эрнесерен иртекен планеркăра уй-хир ĕçĕсене, вăрçă ветеранĕсене хваттерпе тивĕçтерессине тата вут-çулăма хирĕç кĕрешессине тишкернĕ.

Правительство çуртĕнче планерка республикăри уй–хир ĕçĕсем çинчен калаçнипе пуçланнă. Республикăри  районсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртессипе ĕçлеççĕ. Тĕш тырăсен гектар тухăçĕ - 26, çĕр улмин -250, пахча çимĕçĕн 470 центнерпа танлашать. Тырă сутăн илме тата уншăн республикăра тавар туса кăларакансемпе татăлма «Чăваш тырă продукчĕ» предприяти 70 млн. тенкĕлĕх кредит парать. Çанталăк аван тăрать. «Уяр çанталăкăн кашни кунĕпе туллин усă курас пулать. Хуçалăхсенче хĕл валли выльăх апатне икшер çуллăх та хатĕрлесе хумалла»,-  палăртсах пĕлтернĕ Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев. Ĕçлĕ планеркăра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă вăрçă ветеранĕсене хваттерсемпе тивĕçтерес ыйтăва тĕплĕн пăхса тухнă. Ыйтупа Чăваш Республикин хула тăвас ĕç тата общество инфратытăмĕн аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Андрей Алешин паллаштарнă. Кăçалхи утă уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне 3131 ветеран пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарнă (2011 çулта-687 çын). Ветерансене хваттерпе пулăшас тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 481 млн тенкĕ ытла килнĕ. Вăл 526 ветеранăн çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшать. Чăваш Ен Президенчĕ палăртнă тăрăх кăçал вăрçă ветеранĕсен пурин те хваттер илмелле. Çак ыйту кун йĕркинчех юлать.

Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Иван Исаев республикăри вăрмансене сыхласа хăварассипе ĕçсене еплерех йĕркелени çинчен пĕлтернĕ. Ăнсăртран инкек–синкек, пушар тухас пулсан техникăсем пĕтĕмпех хатĕррине палăртнă.

Паянхи пăхса тухнă ыйтусем тăрăх Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев хушусем панă.



01 августа 2011
14:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter