Вера Соколова - тĕнче рекордсменĕ

Вăл нарăсăн 26-мĕшĕнче Раççейĕн хĕллехи чемпионатĕнче 20 километра хăвăрт утса финиша пĕрремĕш çитнине пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Унăн кăтартăвне - 1:25:08 - çĕнĕ рекорд тесе çак кунсенче çăмăл атлетика федерацийĕн тĕнчери ассоциацийĕ /ИААФ/ çирĕплетнĕ.

 

Çак дистанцире ун умĕнхи рекорд та пирĕн ентешĕнех пулнă - Олимпиада Иванова 2005 çулхи çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче тĕнче чемпионатĕнче /Хельсинки/ 1:25:41 вăхăтпа мала тухнă. Унтанпа Раççейĕн çăмăл атлечĕсем çак кăтартуран иртнĕ, анчах çĕр-шывăн хĕллехи чемпионачĕсенче тĕнче шайĕ¬нчи виçĕ судья пулман пирки рекордсене ратификацилемен. Сочири кăçалхи ăмăртура кăтартăва çирĕплетмелли пур условие те пăхăннă, унти трассăна ИААФăн ятарлă виçевçи сертификациленĕ. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче Кăнтăр Корейăра иртекен тĕнче чемпионатне Вера Соколова континент рекордсменĕн рангĕпе кайĕ. (Т.Васильева)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
01 августа 2011
09:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter