Иккĕн малалла пĕри-каялла

Правительство ларăвĕнче республикăн 2011 çулхи пĕрремĕш çурринчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ май вице-премьер - экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин журналистсемпе курнăçса чылай саманта уçăмлатрĕ. Тĕл пулура палăртнă нумай цифрăпа вăл çав ларура тунă докладра та паллаштарчĕ те - ун пирки хаçатăн иртнĕ номерĕнче каласа панине кура вĕсем патне тепĕр хут таврăнмăпăр. Çапах брифингра вулаканăмăршăн интересли вĕсемсĕр пуçне те пулчĕ.

 

Сăмахне ăнăçусенчен пуçланине кура вице-премьер чи малтанах республикăра иккĕмĕш çул ĕнтĕ промышленноç производствин ÿсĕмĕ тĕлĕшпе тăнăçлăх пуррине кăмăллăн палăртрĕ. Ÿсĕм хăвăртлăхĕ Раççейĕн вăтам кăтартăвĕсенчен пысăкрах. Ку кăтартупа Чăваш Ен Атăлçи округĕнче 1-мĕш вырăна тухнă. «Промтрактор-Вакун» аван аталанать. Çакна пĕлтĕр унта пысăк инвестици проектне хута яни никĕсленĕ. Предприяти 6 пин ытла вакун кăларасси патне çитет. Малашне вара çулталăк кăтартăвĕ татах ÿсмелле: планра - 9-12 пин вакун кăларасси. «Промтрактор-Промлит» ĕçĕпе те кăмăллă. Раççейре чукун çул валли шăратакан хурçă çук, çавăнпа предприяти производство хăвачĕсене çĕнетме йышăннă. Кăçал вара продукци кăларасси ÿснĕ - 215%. Çитес икĕ çулта ку кăтартăва тата икĕ хут пысăклатасшăн. «Элара», «Акконд», «Букет Чувашии» те аван ĕçлеççĕ, инвестици проекчĕсене хута яраççĕ.

 

Çапах лайăххи çинчен кăна калани пирĕн лару-тăрура каппайланнă пек пулĕччĕ. Пăшăрхантараканни те пайтах-çке. Унашкаллисен шутĕнче министр чи малтанах ĕç укçипе çыхăннă парăмсен /ку виçе 118,5 млн тенке çитнĕ ĕнтĕ/ ыйтăвне асăнчĕ. Панкрутлăх процедуринчи предприятисен ыйтăвĕсене татса парасси питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем пысăк производство хăвачĕсене, пысăк коллективсене пырса тивеççĕ.

 

Çавăнпах журналистсем те Атăлçи пир-авăр компанийĕпе кăсăкланчĕç: унта утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен пурлăха хакламаллаччĕ... «Пурлăха хакланă, - терĕ Иван Борисович, - халĕ ăна Арбитраж судĕнче çирĕплетмелле - процедури çавнашкал. Унтан кредиторсен канашĕ аукцион лочĕсене сутлăха кăларасси пирки йышăну тăвĕ. Конкурс управляющийĕ панкрутлăх çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн компанин çак пурлăхне сутас ĕçе пуçарĕ».

 

Ку ĕç вăхăтра пулса пырать-и? - шăпах çакăн пирки пăшăрхану пурччĕ вĕт. «Пăшăрхану халĕ те пур, - пытармарĕ вице-премьер. - Эпĕ панкрутлăх ыйтăвĕсене яланах хăвăртрах татса парассишĕн. Саккунсем предприятисене çавнашкал тапхăрта сыватмалли пысăк майсем памаççĕ, çавăнпа ĕç-пуç юлашки тапхăра - конкурс производстви патне - çитет. Акă мĕншĕн конкурс производствин тапхăрĕнче кредиторсен канашĕ пĕр шухăшлă пулсан тем пекехчĕ. Çапла пулсан ĕçсем хăвăрт каяççĕ, пĕр шухăшлăх çук тăк ĕç вăраха тăсăлать, çавна май çухатусем пулаççĕ - экономикăшăн та, çынсемшĕн те».

 

Сăмах май, вырăнсенче мĕнле ĕçленине лайăх сăнлаканни - налуксем. Пĕтĕмĕшле илсен иртнĕ çур çулта республикăра бюджет валли 12,5 млрд тенкĕ ытла пухнă /пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан - 107,1%/. Çĕмĕрлере ку кăтарту - 129,3, Шупашкарта - 119,5, Вăрмарта - 124, Етĕрнере - 121% /чăн та, Етĕрнесен тĕслĕхĕнче ку ÿсĕмшĕн вырăнти влаçа мухтани сăлтавлах мар-тăр - унта Сăр урлă хывакан кĕпер валли федераци бюджетĕнчен миллиард-миллиард тенкĕ уйăраççĕ, çакă та налуксемпе çыхăннă ĕç-пуçа ырă витĕм кÿрет/. «Уксахлаканнисем» - Пăрачкав, Çĕмĕрле, Вăрнар, Елчĕк, Улатăр районĕсем. Предприятисене илес тĕк налуксем тĕлĕшпе «Росспиртпром» ПУП филиалĕсем каялла туртаççĕ - Шупашкарти ликерпа эрех завочĕн парăмĕ 80 млн тенкĕ ытла.

 

Журналистсем инфляципе çыхăннă ĕç-пуçпа та кăсăкланчĕç: нумайăшĕ çывăх вăхăтра тăруках пысăк инфляци пулма пултарасси çинчен калаçать, çак тапхăрта кредит илсе юлмалла теççĕ... Кун пек лару-тăрура экономикăшăн яваплă вице-премьертан мар тăк тата камран канаш ыйтмалла? Иван Моториншăн çак ыйту кĕтменлĕх пулмарĕ: «Паллах, çавнашкал калаçусем тĕнче шайĕнчи хыпарсемпе сăлтавланаççĕ - республикăри лару-тăрупа никĕсленмеççĕ. Калăпăр, АПШн патшалăх парăмĕпе çыхăннă ĕç-пуç çавнашкал калаçусене çивĕчлетет. Паллă, эпир те - пĕрлехи анлăшра. Импортпа кÿрекен нумай тавар тĕлĕшпе пирĕн предприятисем чикĕ леш енĕпе тачă çыхăннă, çавăнпа та унти лару-тăру пире те витĕм кÿретех. Апат-çимĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе те тĕнче шайĕнче çивĕч ыйтусем пур - вĕсем те пирĕншĕн ют мар. Инфляци пирки калас тăк Раççейре вăл нихăçан та пĕчĕкех пулман. Чăваш Енре паян - 105,3%. Çапах ку кăтарту çывăх вăхăтра пысăклансах каяссăн туйăнмасть. Çитес икĕ уйăхра, пачах тепĕр майлă, вăл аплах ÿсмĕ тесе шухăшлатăп. Çакна çĕнĕ тыр-пулпа сăлтавламалла, ял хуçалăх продукцийĕ хаксем ÿсессине чарĕ, ку пĕтĕмĕшле инфляцие те витĕм кÿрĕ». (Н.Дмитриев)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
01 августа 2011
10:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter