Пахча çимĕç хакĕ тĕрлĕрен

Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарти пасарсен ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Тĕп хула администрацийĕпе пĕрле ирттернĕ рейда РФ Патшалăх Думин ют çĕр-шыв ĕçĕсен комитечĕн председателĕ Константин Косачев та хутшăнчĕ.

 

Мускав районĕнчи «Çурçĕр» суту-илÿ комплексĕ Кривов урамĕнче вырнаçнă. Апат-çимĕç тата промышленноç таварĕ туянма Мускав, Горький проспекчĕсенчен, Кривов, Павлов мичман, Уруков урамĕсенчен пыраççĕ.

 

Тĕп хулара сывлăш температури 34 градус ăшă. Сутуçăсемпе тавар туянакансене павильонсенче сывлама йывăр. Республика ертÿçи шăрăх чухне усă курмалли кондиционерсем вырнаçтарманшăн комплекс директорне Гагик Санамяна хытах асăрхаттарчĕ.

 

Çурçĕр-хĕвел анăç районĕнче пахча çимĕçĕн кашни килограмĕ Андриян Николаев космонавт урамĕнчи ял хуçалăх пасарĕнчипе танлаштарсан - хаклăрах. Пуçлă сухан /тенкĕпе/: 30 - 15* кишĕр: 35 - 15* ыхра: 250 - 120* хăяр: 20-25 - 10* помидор: 25-50 - 15-30* çĕр улми: 15-25 - 10-12.

 

Чăваш Ен пуçлăхĕ алкоголь сутакан тĕлте пĕр самант чарăнса тăчĕ. «Пахалăхне тĕрĕслеме пĕр пулăштух туянасшăн пулас», - пăшăлтатрĕ çумри телерепортер.

 

- Сирĕн сентре çинче çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен турттарса килнĕ продукци пайтах, - терĕ Михаил Васильевич сутуçăна. - Республикăра туса кăларни ăçта? Асăрхарăм: тÿрех куçа курăнман вырăнта. Шупашкар çыннин Чăваш Ен патриочĕ пулмалла - хамăрăнне чи варрине вырнаçтармалла.

 

Çапах пасарта республикăра туса илекен, хатĕрлекен апат-çимĕç, промышленноç таварĕ валли вырăн çителĕклĕ уйăраççĕ. Акă Комсомольски районĕн ашĕ, Муркаш фабрикинчен кÿрсе килнĕ чăх çăмарти, шăрттан... Президент пĕр литр сĕте 22 тенкĕпе туяннă 84 çулти Агния Николаевăпа калаçрĕ.

 

- Дирекци ĕçĕнче пысăк çитменлĕх курмастăп. Тепĕр чухне картишĕнче ирĕккĕн çÿреме автомашинăсем чăрмантараççĕ. Çак чăрмав кăна, - терĕ ĕç ветеранĕ.

 

- Пасара техника кĕрсе тухмалли график çирĕплетĕр, - терĕ республика ертÿçи комплекс директорне.

 

Муркаш районĕнчи Шомикпе Мăн Сĕнтĕ­­р­­­тен, Шупашкар районĕнчи Салапайкассинчен, Çĕрпÿ районĕнчи Мамликассинчен килнисем хăйсен тĕлне республикăн чи аслă должноçри çынни пырсан пахча çимĕç сутас ĕç аван пыни çинчен пĕлтерчĕç.

 

Мускав районĕнчи Элкер урамĕнчи пасарта тĕп хула çумĕнчи ялсенчен пуçтарăннисем, ăна-кăна туянакан йышлăччĕ. Республика пуçлăхĕ йĕри-тавра лартнă сентресем çине пахча çимĕç, апат-çимĕç кăларса хунă пенсионерсен, килти хуçалăх тытакансен, каникул вăхăтĕ­­нче укçа ĕçлесе илме тĕллев тытнă хĕр-упраç ыйтăвĕсене хуравларĕ. Шупашкар районĕнчи Шĕнерпуçĕнчен тата Ункăпуçĕ­­н­­чен, Муркаш районĕнчи Москакассинчен, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Чăнкассинчен ирех çитнĕскерсен шухăшĕпе кăсăкланчĕ. Ваккăн сутма вырăн тÿ­­левсĕрех уйăраççĕ. Чăн та, чылайăшне тăрса сутма кĕтес çитмест. Ял хуçалăх пасарĕнчипе танлаштарсан хаксем пысăкрах.

 

- Вĕсене чакарас тĕллевпе пахча çимĕçе автомашинăсенчен сутмалла, - сĕнчĕ Михаил Игнатьев тĕп хула администрацийĕн пуçлăхне Алексей Ладыкова. - Кунта куллен темиçе теçетке транспорт лартсан татах йÿнелĕ. Конкуренци йĕркелеме ан манăр.

 

Хĕвел хытах хĕртет пулин те Андриян Николаев космонавт урамĕнчи ял хуçалăх пасарĕнче суту-илÿ пĕр самантлăха та чарăнмасть. Унта çĕр-шывăн тĕрлĕ регионĕ­­­н­чен, Раççей тулашĕ­­нчен пахча çимĕç, улма-çырла кÿрсе килеççĕ. Çĕр улми - республикăран. Шупашкарти пасарсем валли курттăммăн туянаççĕ. Картишĕнче - пысăк автомашинăсем, çĕр-çĕр михĕ, тарасасем, илес-сутас текенсем. Чăваш Ен ертÿçи картишне пăхса çаврăнчĕ, тирпейлеме ыйтрĕ, Кавказ çыннисен ĕçĕпе кăсăкланчĕ.

 

- Суту-илÿ йĕркеллех пырать, - хуравларĕç лешсем. - Тавара çирĕплетекен документсем пур. Вырăнти халăх кÿрентермест...

 

Пасарта суту-илÿ корпусĕсем тăваççĕ. Вĕсенче пахча çимĕç, улма-çырла упрамашкăн май туса парасшăн.

 

Михаил Игнатьев рейда пĕтĕмлетсе çапла каларĕ:

 

- Эпир паян пасарсенчи хаксене танлаштарса пăхса вĕсем тĕрлĕрен пулнине хамăр куçпа куртăмăр. Ял хуçалăх продукцине туса илекенсем Шупашкара хăйсем килсе сутсан хула çыннисемшĕн йÿнĕ­­рех ларать. Вĕсенчен предпринимательсем туянса Шупашкара турттарсан тата сутсан - хакланать. Ял хуçалăх пасарĕ­­нче самай йÿнĕрех. Хулара нумайăшĕ çакна пĕлмест-тĕр. Хам та çакăнта улма-çырла туянатăп. Пахча çимĕç çемьене хамăр çи­­тĕ­­н­­терни те çитет. (Ю.Михайлов)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
01 августа 2011
09:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter