"Влаç ыйтăвĕсене мăшăрăмпа сӳтсе явмастăп"

Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе пăчăхтаракан пÿлĕмре те, конференц-залра та мар, çут çанталăкра тĕл пулчĕ. Çамрăк тата пуçаруллă журналистсене хальхинче вăл Шупашкар районĕ­­нчи Мăштавăш пĕви хĕррине йыхравларĕ. Илемлĕ çак тăрăха Михаил Васильевич хăй палăртнă. Пулă шÿрпипе сăйланнă май калем ăстисем паянхи çивĕч ыйтусене хускатрĕç.

 

- Чĕмпĕрти Акатуйра ырă пĕр саманта асăрхарăм: алкоголь шĕвекĕ пачах сутмарĕç. Чăваш Енре те çак йĕркене çирĕплетме палăртмастăр-и? - ыйтрĕ Ту­тарстанри чăвашсен “Сувар” хаçачĕн редакторĕ Константин Малышев.

 

Михаил Васильевич хирĕç маррине палăртрĕ.

 

- Анчах тепĕр ыйту сиксе тухать: эрех-сăрана канмалли тата уяв кунĕсенче официаллă майпа сутма чарсан суя усламçăсен бизнесĕ вăй илме пултарать. Пахалăхсăр тавар этем сывлăхне сиен кÿ­­ретех, çавăнпа кунашкал пуçару тума васкамăпăр. Малтан çынсен шухăшне пĕлмелле, - терĕ вăл.

 

- Паянхи çамрăксем ял­алла туртăнмаççĕ. Вĕсене хула пурнăçĕ ытларах килĕ­­шет. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç тăван тăрăхрах тĕплентĕр тесен хушма мĕнле мерăсем йышăнмалла? - кăсăкланчĕ Чăваш радио корреспонденчĕ Екатерина Степанова.

 

- Ялта юлса кил-çурт çа­в­ăракансене тĕрлĕ çăмăллăхпа тивĕçтеретпĕр. “Ялăн социаллă аталанăвĕ” программăпа килĕ­­­шÿ­­л­­лĕн çамрăк специалистсене пÿрт лартса тăкаланă укçа-тенкĕн 70 процентне бюджетран саплаштаратпăр. Хулара пур­ăнакансемшĕн кунашкал çăм­­ăллăхсем çук. Шел, чылайăшĕ çакăн пирки пĕлмест, - пулчĕ хурав.

 

- Раççей Правительствин премьер-министрĕ Владимир Путин çĕр-шывра тыр-пул пухса кĕр­­­­тесси йĕркеллĕ пу­р­­­­­нăçланса пынипе кă­мăллă. Республикăри лару-тă­­ру еплерех? Вăл си­ре тивĕçтерет-и? Михаил Васильевич çапла хуравларĕ:

 

- Юлашки кунсенче шăрăх аптăратать пулин те ку ял хуçалăх культурисене япăх витĕм кÿ­­мест, мĕншĕн тесен халĕ çурхи тыр-пул, пахча çимĕç ÿсмеççĕ, пулса çитеççĕ кăна. Ахăртнех, кăçал хуçалăхсем пысăк тухăç илĕç. Хăй вăхăтĕ­­нче уй-хире çум курăкран та­­­­сатман, им-çамламан хуçалăхсем çеç кăтартăва япăхлатма пултарĕç. Кăçал выльăх апатне те çулталăк çурăлăх-икĕ çуллăх хатĕрле­мелле.

 

- Хăй вăхăтĕнче ача сачĕ­­сене хупса пĕтернĕрен чылай ыйтăва татса пама тивет, халĕ çакăнпа çыхăннă лару-тăру майĕпен çăмăлланать. Анчах пĕчĕк ялсенчи шкулсене хупма чарăнмаççĕ-ха. Тепĕр 5-6 çултан, паянхи вĕтĕр-ш­а­кăр шкул çулне çитсен, вĕсене каялла уçма тивмĕ-ши? Алăкĕ çине çăра çакнă пĕлÿ çурчĕ юхăнатех е ăна аукцион ирттерсе туянаççĕ. Тен, шкулсене сыхласа хăвармалла? Педагогсем те ĕçсĕр юлмĕç, - сĕнчĕ çак йĕркесен авторĕ.

 

- Пĕчĕк шкулсене тытса тăма укçа питĕ нумай кирлĕ. Хăш-пĕр пĕлÿ çуртĕнче пĕр вĕренекене пĕр учитель тивменни кăна. Ун пек чухне ачасене çывăхри вĕренÿ центрĕсене илсе çÿ­­реме тивет. Унта ăс пухма условисем те ытларах. Çав-çавах шкулсене тĕлли-паллисĕр хупмăпăр, сыхласа хăварма тăрăшăпăр, - ăнлантарчĕ Михаил Васильевич.

 

Журналистсем Андриян Ни­­колаев палăкне лартасси тавра пултарулăх çыннисем хĕрÿ ка­лаçнине асăнчĕç. Чăнах та, пĕрисене - унăн вырăнĕ, теприсене эскизĕ килĕшмест. Палăк çитес вăхăтрах пулĕ-ши?

 

- Конкурс йĕркеленĕ, ирт­тернĕ. Жюри членĕсем чи ăнăçлине палăртнă. Паллах, пур çыннăн шухăшĕ пĕр килмест. Палăка çурла уйăхĕнче уçма хатĕр­­ленеççĕ. Анчах, ман шухăшпа, васкамалла мар. Чи пĕлтерĕ­­­шли - вăл пахалăхлă пултăр, - уçăмлатрĕ Чăваш Ен ертÿçи.

 

- Дмитрий Медведев рег­ионсене влаç ытларах парасси пирки каланăччĕ. Çакна эсир мĕнле йышăнатăр? - ыйтрĕç Президентран.

 

- Хăй вăхăтĕнче, çĕр-шыва Борис Ельцин ертсе пынă вăхăтра, субъектсене чылай ыйтăва татса пама ирĕк па­чĕç. Анчах ку йывăрлăхсем çуратрĕ, регионсем патшалăх бюджетне укçа хывми пулчĕç, çавăнпа тата ытти сăлтава пула Мускав влаçа хăй аллине илчĕ. Республикăна пĕлтерĕшлĕ ыйтусене вырăнтах уçăмлатма май парсан, паллах, лайăхрах. Хальччен пурнăçланă ĕçсемпе эпĕ кăмăллă. Халăх та, Раççей Правительстви те пи­ре шанаççĕ. Апла пу­лин те ĕçсĕ­­рлĕх, хăш-пĕр предприяти ĕç­лекенсене ша­­­­­­­лу тÿ­­­лей­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­мен­­­­­­­ни, халăхăн пысăк йышĕн тупăшĕ пĕчĕкки пăшăрхантарать.

 

Калем ăстисем Президент çемйипе те интересленчĕç.

 

- Влаçпа çыхăннă ыйтусене мăшăрăмпа сÿтсе явмастăп. Хĕрарăмăн киле, хуçалăха йĕр­келесе, тытса пымалла. Президент тивĕçĕсене пу­рнăçлама тытăнсанах çынсем мăшăрăмран çырусем парса яратчĕç. Темшĕн вĕсем Интер­нет урлă пĕлтермеççĕ. Эпĕ электрон почтăна куллен тĕрĕслетĕп, блога кĕретĕп. Хăвăра канăç паманнине çавăнта çырăр, ан иккĕленĕр: ăна асăрхатăпах. (Д.Моисеев)



Республиканская газета "Хыпар"
01 августа 2011
09:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter