Михаил Игнатьев республикăн Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ

Паян Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев республикăн Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ. Правительство членĕсем «Чăваш Республикинчи ирĕклĕ пушар хуралĕ çинчен», «Чăваш Республикинчи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси çинчен» Чăваш Республикин Саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен», «Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çине патшалăхăн хăш-пĕр полномочийĕсене хурасси çинчен» Чăваш Республикин Саккунĕн 1 тата 17 статйисене улшăнусем кĕртесси çинчен», «Раççей Федерацийĕн налуксем çинчен калакан саккунĕпе килĕшӳллĕн Раççей Федерацийĕн субъекчĕсене пăхăнса тăракан», «Чăваш Республикин уйрăм саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проекчĕсене пăхса тухнă.

Ларура Министрсен Кабинечĕн членĕсем Чăваш Республикинче бюджет учрежденийĕсем йĕркелессипе, чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухас-тăвас пулсан халăха ĕçмелли таса тата хуçалăхра усă курмалли шывпа тивĕçтерес тĕлĕшпе халăх пурăнакан вырăнсен переченьне çирĕплетессипе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ. Кун йĕркинче çавăн пекех патшалăх корпорацийĕн – пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлассипе ĕçлекен Фондăн, 2011 çулта республикăри муниципалитетсенче нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсаса çĕнетме Чăваш Республикин бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенке тата муниципаллă районсенче гидротехника сооруженийĕсенче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме проект докуменчĕсем хатĕрлеме Чăваш Республикин бюджетĕнчен уйăрнă субсиди укçине кирлĕ пек валеçсе парассине, ытти нумай ыйтăва сӳтсе явнă.



10 августа 2011
13:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter