Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев «Роснефть» компанийĕн «Ульяновскнефтепродукт» хупă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕпе ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ.

Паян Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев «Роснефть» компанийĕн «Ульяновскнефтепродукт» хупă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕпе Игорь Ивановпа ĕçлĕ тĕл пулу  ирттернĕ. Михаил Игнатьев тата Игорь Иванов пирĕн республикăри ял хуçалăх таварĕсене туса кăларакансем валли çăмăллăхпа паракан топливăпа тивĕçтересси ыйтăва сӳтсе явнă. Аса илтеретпĕр, кăçал çуркуннехи вăхăтра çурхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама Чăваш Ене çак палăртнă компани пурĕ çăмăллатнă пĕчĕк хакпа 16 600 тонна топлива парса тивĕçтернĕ. Республикăри хуçалăхсенче ун чухне пĕр тонине 16 пин те 200 тенкĕпех илнĕ, çав вăхăтрах республикăна ытти топливăпа тивĕçтерекен компанисем пĕр тоннине 25 пин те 350 пин тенкĕпе тивĕçтернĕ пулнă.  «Республикăри хуçалăхсем топливăна пит активлах мар илсе килеççĕ. Ака уйăхĕнче те пурĕ планпа пăхнинчен 48,86% çеç илсе тухнă», - палăртнă Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов.  Ку енĕпе ĕçе хăвăртлатмаллине палăртнă Чăваш Ен Президенчĕ.



10 августа 2011
16:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter