Шкулсем ачасене йышăнма хатĕр - и?

Михаил Игнатьев Президент ĕнер видеоконференци мелĕпе районсемпе хуласен ертÿçисемпе вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлес ыйтусене сÿтсе явнă.

Президент çывăх вăхăтра пурнăçламалли ĕçсем çинче чарăнса тăнă. Çав шутра - вĕренÿпе воспитани процесне кирлĕ пек йĕркелемелли условисем туса хурасси. «Вĕрентÿ» нацпроект шкулсене çĕнетес ыйтăва тапхăрăн-тапхăрăн пурнăçлама май парать. «Вĕрентÿ инфратытăмне чылай укçа хывнă. Çĕнĕ оборудовани, сĕтел-пукан, инвентарь, техника, шкул столовăйĕсене кирлĕ хатĕрсем туянма ĕлкĕрнĕ», - палăртнă республика пуçлăхĕ.

Авăнăн 1-мĕшĕнчен 1-мĕш классене федерацин çĕнĕ стандарчĕсемпе вĕрентме пуçламалла. Çав стандартсен шутĕнче - вĕренÿ процесне, вĕренÿ пÿлĕмĕсене кирлĕ оборудованипе тивĕçтересси. Муниципалитетсен пуçлăхĕсем ку енĕпе мĕнле ĕçлени çинчен каласа панă. Михаил Игнатьев шкулсене хĕллехи условисенче хутса ăшăтнă май энерги енĕпе тухăçлă технологисемпе усă курмалли çинчен каланă. Хытă топливăпа ĕçлекен котельнăйсемшĕн ку пушшех кăтартуллă. Республикăра çавнашкал шкулсем 7 - Патăрьел, Шупашкар, Красноармейски, Вăрмар районĕсенче.

Республика пуçлăхĕ çавăн пекех хăрушсăрлăха тивĕçтермелли мероприятисене пурнăçламалли пирки асăрхаттарнă. Çавна май вĕренÿ учрежденийĕсенче видеосăнав, полицие васкавлăн чĕнсе илмелли майсем пулмалла. Çавăн пекех ачасене транспорт хатĕрĕсемпе илсе çÿрессин хăрушсăрлăхне те уямалла. Президент çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче виççĕмĕш физкультура урокне туса хурасси çинче чарăнса тăнă. Педагогсен республикăри вăтам ĕç укçи çулталăк вĕçне 13,9 пин тенкĕпе танлашассине пĕлтернĕ, мĕн пур муниципалитетăн çак кăтарту патне туртăнмалли çинчен каланă.

Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов учрежденисене çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленни çинчен каласа панă. Пысăк ĕç тунă, çурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен шкулсене йышăнассине вĕçлемелле. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче 12,6 пин ача 1-мĕш класа каять.

Темăна муниципалитетсен ертÿçисем тăснă. Малтанлăха палăртнă тăрăх шкулсене хатĕрлес тĕлĕшпе чи япăх кăтарту - Шăмăршă районĕнче. Патăрьел райадминистрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов вĕренÿ учрежденийĕсенчи медицина пÿлĕмĕсене лицензилес енĕпе çине тăрса ĕçлени пирки пĕлтернĕ, Çĕрпÿ райадминистрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Николаев районта учительсем çитменнине палăртнă.

Вăрмар районĕнчи Аслă Пинер ялĕнчи шкул авăнăн 1-мĕшĕнче уçăлмасса та пултарать. Сăлтавĕ - вăл юхăнса çитни. «Хăрушсăрлăха тивĕçтермелле, ачасен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратма юрамасть. Паян шкул ачисене кÿршĕ ялсене илсе çÿреме май пур», - тенĕ Президент, яваплă çынсене объекта тĕрĕслесе кирлĕ йышăну тума хушнă. Раççей МЧСĕн республикăри тĕп управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Николай Петров нумай шкулта пушар сÿнтермелли тулашри çăл куç çуккине палăртнă. Роспотребнадзор енчен те ÿпкев пур: республикăри 38 шкул тĕрĕслев витĕр тухман, 31 шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр мар. «Тĕпрен илсен апат-çимĕç блокĕсемпе спортзалсене туллин хатĕрлемен. Медицина ĕçченĕсен хăйсенчен пулăшу ыйтакан ачасене медпулăшу панипе кăна çырлахмалла мар, вĕсен тĕрĕс апатланăвне, апат-çимĕçе упрамалли правилăсене пăхăннине те сăнаса тăмалла», - тенĕ асăннă службăн территори управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская.

Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен пуçлăхĕ шкул ачисен сывă апатланăвне йĕркелес ыйту çинче пусăм тунă, педагогика ĕçченĕсен, çавăн пекех ертÿçĕсен штатпа пăхнă йышне виçеллĕ тумаллине палăртнă. (К.Семенов)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
10 августа 2011
09:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter