Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Физкультурник кунĕ ячĕпе саламлани

                                                        Хаклă ентешĕмĕрсем!

                                          Сире Физкультурник кунĕ ячĕпе саламлатăп!

  Кашни çын пурнăçĕнче физкультурăпа спорт уйрăм вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем пире вăй кÿреççĕ, кăмăла çирĕплетеççĕ, ÿте пиçĕхтереççĕ, хавхалантараççĕ тата хамăра шанса пурăнма пулăшаççĕ. Шăпах хусканусем тунипе, сывă пурнăç йĕркине тытса пынипе çын яланах ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен илемлĕ, ыттисемшĕн интереслĕ пулать, ĕç рынокĕнче конкуренцие хутшăнма пултарать. Çапла майпа вăйлă çын аталанса йĕркеленет.

 Спортпа туслă Чăваш Енĕн мухтанмалли пур. Пирĕн ентеш-чемпионсене çĕр-шывра çеç мар, тĕнчере те лайăх пĕлеççĕ. Ăнсăртран мар ĕнтĕ республика Раççей тата пĕтĕм тĕнче шайĕсенчи сумлă ăмăртусене ирттермелли арена пулса тăчĕ. Спортсменсем, тренерсем, спорт ветеранĕсем ÿрĕк-сÿрĕк пулманнипе, яваплăха туйнипе, хастарлăх кăтартнипе тата ырми-канми тăрăшнипе республикăра ирттерекен ăмăртусем асра юлаççĕ.

 Республикăра физкультурăпа спорт занятийĕсене ирттермелли майсем анлăлансах пыраççĕ. Пирĕн патра çĕнĕ спорт керменĕсем çĕкленеççĕ, чаплă стадионсемпе спорт лапамĕсем уçăлаççĕ. Унта хальхи оборудовани тата куракансемшĕн меллĕ трибунăсем вырнаçтарнă. Çывăх вăхăтрах Чăваш Енре Раççейĕн Спортпа туризм министерстви пулăшнипе спортăн республикăри приоритетлă енĕсемпе олимп хатĕрленĕвĕн регионсенчи тăватă центрне тума пуçлаççĕ, çакă пысăк кăтартусем тăвакан спортсменсене хатĕрлеме пулăшĕ.

Пурне те çирĕп сывлăх, хавхалану, çĕнĕ çитĕнÿсем тата лайăх кăмăл-туйăм сунатăп!

 Чăваш Республикин

 Президенчĕ                                                                                        М.Игнатьев.



11 августа 2011
17:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter