Куславкка районĕнче Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ

Паян Куславкка районĕнче Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Районта чи малтан республика ертӳçи Энтри Пасарĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкула кĕрсе тухнă. Çĕнĕ вĕренӳ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕсленĕ. Шкулта юсав тунă классемпе, спорт залĕпе, ачасен çитĕнĕвĕсемпе кăсăкланнă. Шкулти хушма хуçалăхра ĕçсене йĕркене кĕртсе çитерме хушса хăварнă Чăваш Ен Президенчĕ. Районта пулнă май ялта пурăнакансемпе тĕл пулса калаçнă. Вĕсене хумхантаракан ыйтусем çине хурав панă. Журналистсемпе калаçнă чух Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев республикăра 80% яхăн шкулсем çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕррине палăртнă. «Паян ачасем шкулта тивĕçлĕ пĕлӳ илсе пыччăр тесен пирĕн вĕсене валли пур услови те çителĕклĕ таран туса парасси. Ачаран çирĕп вăй-халлă ачасем çитĕнтерме тăрăшмалла», - палăртнă Михаил Игнатьев. Калани пурнăçа та кĕнĕ. Çуллахи кану вăхăтăнче 6-мĕш класра вĕренекен Алиса Турганова шкула хăй ирĕкĕпе ĕçлеме килнĕ. Çамрăк хĕр ача шкулта çуса тирпейлеме пулăшнă. Алиса кану вăхăтне усăллă ирттернĕ. Вăрманти çĕр çырлисене пухса сутса 5 пинлĕх тупăш илнĕ. Ырă тĕслĕхе юлташĕсем те пурнăçа кĕртме тăрăшнă. Президент ĕçчен те сăпайлă хĕр ачасене ырласа ăнăçусем суннă.

«Владино-Агро» тулли мар яваплă пĕрлешӳре тырă алакансемпе тата хуçалăх ертӳçипе Надежда Петровăпа тĕл пулса, вырма ĕçĕсем пирки калаçнă. Йĕтем çинче пурĕ 19 çын тăрмашать. Хуçалăх ертӳçи пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен 1113 гектар усă куракан çĕрсен лаптăкĕ. Нумай çул ӳсекен курăксен лаптăкĕ -120 гектар, 345 тонна тырра çапса тĕшĕлеме ĕлкĕрнĕ. Гектар тухăçĕ вăтамран 28 центнер. Çĕр ĕçченĕсене Президент çирĕп сывлăх, ăнăçусем суннă.

Куславккари «Лад» тулли мар яваплă пĕрлешӳн пасарне те çитсе килнĕ. Пасарти сентресенчи апат-çимĕç тавар хакĕсемпе кăсăкланнă. Урамра сутса тăракан сутăçсемпе, халăхсемпе калаçнă. Президент тӳрех çитменлĕхсем çинче чарăнса тăнă.  Пасарта хушма хуçалăхра туса илекен таварсене ытларах ватăсем сутаççĕ. Вĕсене валли вара пасарта услови те çук. Кинемейсем хăйсен таварĕсене çĕр çине сапаласа хурса сутаççĕ. Республика ертӳçи ку çитменлĕхсене çийĕнчех пăтерме хушса хăварнă. Пасарта хамăр тăрăхра туса кăларакан продукцисем пулманни пăшăрхантарать, апат-çимĕç хакĕ те пысăккă пулнине асăрханă района килнисем. Халăха куллен тивĕçтерекен таварсен хакĕсем пирки пĕрре мар республика ертӳçи калаçу хускатнă, анчах та ку тăрăхра вара ыйту çине тимлĕх уйăрман. Михаил Игнатьев район администрацийĕн залĕнче районти хуçалăх активĕпе Куславкка районĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи кăтартăвĕсем тăрăх анлă канашлу ирттернĕ. Республикăн 2020 çулчченхи Стратегине пурнăçласа пыни тата умри тĕллевсем çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ И.Г. Майоров каласа панă. Канашлăва Михаил Васильевич пĕтĕмлетнĕ. Куславкка районĕнче пурăнакансен умĕнче тăракан тĕллевсене палăртнă. Çитменлĕхсем районта куç кĕретех. Ыйтусене çитес вăхăтра татса пама хушса хăварнă республика ертӳçи.



11 августа 2011
17:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter