Пушар хăрушсăрлăхĕ, укçа-тенкĕ, яваплăх тата ытти пирки…

ЧР Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвĕнче çирĕм ыйту пăхса тухрĕç. Правительство членĕсем саккун проекчĕсене çирĕплетрĕç, Министрсен Кабинечĕн тĕрлĕ вăхăтри йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртрĕç. Хăш-пĕр ыйтăва тÿрех ырларĕç пулсан, теприсем чылай калаçтарчĕç.

 

Шăрăх çанталăк пушар хăрушлăхне ÿстерет. Çавна май кирек хăш самантра та сыхă тăмалла. Граждан оборонин тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен комитечĕн председателĕ Юрий Кекиш ирĕклĕ пушар дружинисене йĕркелес ĕçе хăвăртлатма çĕнĕ саккун пулăшасса шанать. Кун евĕрри федерацин пур, ĕнер вара республика шайĕнчи проекта çирĕплетрĕç. «Хăй кăмăлĕпе ку ĕçе хутшăнакан йышлă-и?» - кăсăкланчĕ Президент. Пур иккен, хальхи вăхăтра 700 яхăн подразделени ĕçленине пĕлтерчĕ Кекиш.

 

«Ялăн социаллă аталанăвĕ» программăна 2013 çулччен тăснине кура Министрсен Кабинечĕн членĕсем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене патшалăхăн уйрăм полномочийĕсемпе тивĕçтермелли вăхăта улăштарчĕç. Çавна май ЧР 17 саккунĕн 1 пайне улшăнусем кĕртмелли саккун проектне çирĕплетрĕç. Малашне патшалăх символĕсемпе йĕркене пăсса усă куракансене хытăрах айăплав кĕтет. Уйрăм çынсен те, юридици сăпачĕсен те штраф виçи самай ÿсĕ. Кун пирки культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова çĕнĕ саккун проекчĕпе паллаштарнă май пĕлтерчĕ.

 

Физкультурăпа спорт тытăмĕнче халĕччен пулнă вун тăватă предприяти-организацие улăштарса Чăваш Республикин бюджет учрежденийĕсем туса хума палăртрĕç. Спорт министрĕн Анатолий Николаевăн шухăшĕпе - капла ĕç тухăçлăхне ÿстерме, ачасене спорт пулăшăвĕпе туллинрех тивĕçтерме, çынсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарма майсем ытларах пулĕç.

 

Ларура çавăн пекех чрезвычайлă лару-тăрура граждансене ĕçмелли тата хуçалăхра усă курмалли шывпа тивĕçтермелли çăл куçсене хатĕрлеме тивĕç хула-яла палăртрĕç. Çавăн йышшисен шутне Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Улатăр хулисем тата Йĕпреç, Буинск, Кире поселокĕсем кĕнине пĕлтерчĕ çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Иван Исаев. Çавăн пекех министр кăткăс лару-тăрура Шупашкар çывăхĕнчи çĕр айĕнчи шывсемпе усă курма май пуррине палăртрĕ, хула администрацине 2015 çулччен çав вырăнсене йĕркене кĕртме, кирлĕ оборудовани вырнаçтарма сĕнчĕ. Правительство членĕсем муниципалитет харпăрлăхĕнче шутланакан гидротехника сооруженийĕсене тĕпрен юсаса çĕнетмелли проект документацине хатĕрлеме 2011 çулта Вăрнар, Пăрачкав тата Вăрмар районĕсене республика бюджетĕнчен субсиди уйăрма йышăнчĕç.

 

Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов 2011-2013 çулсенче çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссисем йĕркелеме район, хула, республика бюджечĕсенчен субвенци уйăрассине çирĕплетме ыйтрĕ. Ку укçа-тенкĕпе çавăн пекех вĕсен саккунлă интересĕсене хÿтĕлеме тата ĕç-хĕле пурнăçлама усă курĕç. «Кашни районта тĕрлĕ ÿкерчĕк, - министра тимлĕ итленĕ хыççăн сăмах илчĕ Михаил Игнатьев Президент. - Республика çак комиссисене «пурăнма» 6 млн та 782 пин тенкĕ парать. Вĕсен ĕçĕ лайăхланчĕ-и е улшăну курăнмасть-и?» «Комиссисен ĕçне йĕркелеме пулăшакан йышăнусем тунăран вĕсене тĕрĕслесе тăма пултаратпăр, çитĕнÿсем пур», - çийĕнчех хурав тупрĕ республикăн тĕп педагогĕ. «Вĕсен «хуçи» кам?» - çапларах пулчĕ Президентăн иккĕмĕш ыйтăвĕ. «Район администрацийĕсенче ку енĕпе ĕçлекен специалист пур, вĕрентÿ уйрăмĕсен пуçлăхĕсем те, администраци пуçлăхĕн çумĕсем те яваплă», - терĕ министр.

 

Министрсен Кабинечĕн 118-мĕш йышăнăвне кĕртмелли улшăну пирки Строймин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Алешин каласа кăтартрĕ. Вăл республикăри ТОС пуçлăхĕсен пĕлÿ шайне ÿстерме условисем туса парассипе çыхăннă. «УПК» АО тата Строймин вĕсене çулталăкра икĕ хутчен пухса вĕрентет, квалификацие ÿстерет. Ертÿçĕсен 10 проценчĕ тÿлевсĕр пĕлÿ илет. Списока вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хатĕрлеççĕ, хăйсен бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăраççĕ», - терĕ Андрей Леонидович. Президент хула мэрне ыйту пачĕ: «Миçе çынна вĕрентме пултаратăр?» «2011 çулта 300 е 400 пин тенкĕ уйăрма палăртнă, - татăклă хурав параймарĕ пуçлăх. - Пĕлтĕр икĕ эрнелĕх курссенче çĕре яхăн çынна вĕрентнĕ. Кăçал урăхларах йĕркелесшĕн: çын шутне ÿстерсе кунсене чакарасшăн. Пурте пĕлĕве пуянлатма пултарччăр». Президента мэрăн хуравĕ иккĕлентерчĕ: «Кама-тăр вĕрентиччен малтан шухăшласа пăхмалла: тивĕçлĕ-и çак çын? Тен, унран вуçех те хăтăлмалла? Çавăн йышшисенчен усси пулĕ-ши? Акă хула тăрăх çÿренĕ чухне асăрханă витĕмлĕ тĕслĕх: управляющи компани пуçлăхĕ тупăшпа тăкак пайĕсене асăнаймасть... Ĕç тухăçлăхне ÿстерес тесен çаксене те шута илмелле». (Валентина Багадерова)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
11 августа 2011
09:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter