Михаил Игнатьев: "Строительсен ӳсĕмне упраса хăварассишĕн çеç мар, вĕсен çаврăнăшне ӳстерессишĕн те тăрăшмалла"

Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Хула строительствин тата обществăлла инфраструктура министерствин коллегийĕн анлă ларăвне хутшăннă. Ларура тĕрлĕ служба ертӳçисем, районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсем, строительства енĕпе ĕçлекен организацисемпе предприятисен ертӳçисем пулнă. Республикăн строительствă комплексĕн аталанăвĕпе тата  2020 çулчченхи Стратегине пурнăçласа пыни тата умра тăракан çывăхри тата аякри тĕллевсем çинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин хула строительствин тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн министрĕ Александр Гончаров паллаштарнă. Чăваш Ен кашни çын пуçне пурăнмалли çурт-йĕр хута ярас енĕпе çĕр-шывра малтисен ретĕнче тăрать. Паянхи кун тĕлне республикăра строительства енĕпе 2500 ĕçлекен предприяти шутланать. Александр Гончаров хăйĕн доклатĕнче лайăх ĕçлесе пыракан пĕрлешӳсене палăртса хăварнă. Вĕсем: тулли мар яваплă пĕрлешӳ «Монолитстрой», хупă акционерла пĕрлешӳ «Фирма «Чувашагроинвестстрой», тулли мар яваплă пĕрлешӳсем «Фирма «Старко, «ЖБК №9», «ДСК», уçă акционерлă пĕрлешӳ «ЧЗСМ» тата ыттисем те. Çулсерен республикăра Инвестици проекчĕсене вăя кĕртесси вăй илсе пырать. Чăваш Енре  Раççейĕн патшалăх корпорацийĕсемпе пĕрле тăвакан пысăк объектсем хута каяççĕ. Красноармейский салинче çĕнĕ технологипе кирпĕч туса кăларакан завода хута яма пуçланă. Улатăрта типĕ строительства смесĕсем кăларакан фабрикă, Çĕнĕ Шупашкар хулинче гидромассаж тăвакан ваннăсем кăларакан завод хута кайнă. «Пĕтĕмĕшле илсен Чăваш Ен кашни çын пуçне пурăнмалли çурт-йĕр хута ярас енĕпе çĕр-шывра малтисен ретĕнче »,- палăртнă Александ Гончаров. Доклад çумне тулли мар яваплă пĕрлешӳн «Монолитстрой» генеральнăй директорĕн çумĕ Евгений Тертышный тата «ТУС» хупă акционерлă пĕрлешӳн генеральнăй директорĕ Николай Угаслов хутшăннă. Ларăва Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев пĕтĕмлетнĕ. Тĕллевсем пĕтĕмпех пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Чăваш Ен Прензиденчĕ Михаил Игнатьев строительсене çирĕп сывлăх, телей, ырлăх, иксĕлми вăй-хăват, çĕкленӳллĕ кăмăл-туйăм сунса ĕçре матуррисене Патшалăх наградисем парса чысланă.



12 августа 2011
12:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter