Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Cтроительсен кунĕ ячĕпе саламлани

    Чăваш Республикин строительство комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

                                        Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Сирĕн çăмăл мар тата пархатарлă ĕçĕр яланах хисеплĕ тата пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Çĕр-шывра пурăнакансен ырлăхĕ шăпах строительсен ĕç пахалăхĕнчен нумай килет.

Пархатарлă çак професси представителĕсен ăсталăхĕ, пултарулăхĕ пулăшнипе архитектура стилĕсен чи лайăх тĕслĕхĕсем тÿрре тухаççĕ, эпир вĕсене хаклама тата упрама тивĕç.

Чăваш Ен кашни çын пуçне пурăнмалли çурт-йĕр хута ярас енĕпе çĕр-шывра лидер шутланать. Эпир çавăн пекех культура, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем, спорт объекчĕсем, ача сачĕсемпе шкулсем тăватпăр, вĕсене реконструкцилетпĕр. Республикăра Раççейĕн патшалăх корпорацийĕсемпе пĕрле тăвакан пысăк объектсем хута каяççĕ. Çывăх вăхăтрах хĕвел модулĕсен производствин хăватлă завочĕ хута каймалла, ăна "РОСНАНО" патшалăх корпорацийĕпе пĕрле тăватпăр.

Строительсен паянхи тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – пысăк пĕлтерĕшлĕ "Туянма май пур тата хăтлă çурт-йĕр – Раççей гражданĕсене" наци проектне пурнăçласа пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса парасси.

Тĕллеве пурнăçлассишĕн çине тăни, ырми-канми ĕçлени тата суйласа илнĕ профессие парăнни чи хăюллă тата хăйне евĕрлĕ проектсене тÿрре кăларма май парасси пирки иккĕленместĕп. Сирĕн мĕн пур тĕллевĕр пурнăçа кĕтĕр. Строительсене çирĕп сывлăх, телей, ырлăх, иксĕлми вăй-хăват, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм сунатăп!

Чăваш Республикин

Президенчĕ                                                                                                  М. Игнатьев. 



14 августа 2011
09:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter