Паянхи Президентăн планеркинче çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрленессипе, çар ретне тăрассипе тата техника инвентаризацилессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă.

Паян Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе черетлĕ планерка ирттернĕ. Президент çывăх вăхăтра пурнăçламалли ĕçсем çинче чарăнса тăнă. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене тĕплĕн тишкернĕ. Пĕрремĕш ыйтупа çĕнĕ вĕренӳ çулне мĕнле хатĕрленни çинчен Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов доклад тунă. Паянхи кун тĕлне 18 шкулта юсав ĕçĕсем пынă пирки çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрех мар. Вĕрентӳ инфратытăмне чылай укçа янă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан икĕ хут нумайра укçа тенкĕпе тăкакланнă. Çĕнĕ оборудовани, сĕтел-пукан, инвентарь, техника, шкул столовăйĕсене кирлĕ хатĕрсем туяннă», - тесе палăртнă Владимир Иванов. Электричествăна перекетлес тĕлĕшпе те самай ĕçсем туса хăварма ĕлкĕрнĕ. Шкулсенче кантăксене ылмаштарнă. Хăрушсăрлăха тивĕçтермелли мероприятисене те май килнĕ таран йĕркелесе çитернĕ. Ку енĕпе 2011 çулта 22,6 млн. тенкĕ уйăрнă. Вĕренӳ учрежденийĕсенче видеосăнавсене чи малтан ăçта ачасен шучĕ чылай, çав шкулсене тивĕçтерме тăрăшмалла. Полицие васкавлăн чĕнсе илмелли майсем туса хăварас ыйтăва та куçран вĕçертменнине пĕлтернĕ Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче 12,6 пин ача 1-мĕш класа каять. Кашни çул ачасен шучĕ ӳссех пырать. Кăçал 34 шкул автобусĕ туянма палăртнă. Вĕренӳ учрежденийĕсенчи медицина пӳлĕмĕсене лицензилес ыйтупа та çине тăрсах ĕçлени пирки пĕлтернĕ. Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев шкулта тăвакан юсав ĕçĕсемпе кăсăкланнă, бюджет укçипе туллин те тĕрĕс усă курассипе, шкул ачисен сывă апатланăвне йĕркелессипе, шкулти хушма хуçалăхри ĕçсене йĕркене кĕртссипе çыхăннă ыйтусем çинче пусăм тунă, педагогика ĕçченĕсен, çавăн пекех ертӳçĕсен штатпа пăхнă йышне виçеллĕ тумаллине палăртнă.

Кун йĕркине кĕртнĕ тепĕр пысăк ыйтупа Надежда Прокопьева Чăваш Республикин юстици министрĕ калаçнă. Паянхи кун тĕлне республикăра çара каяс текен ачасен шучĕ самай ӳснĕ. Кăçал çуркунне 3219 çамрăк çар ретне тăнă. Чăваш Республикин çар комиссарĕ Александр Мокрушин иккĕмĕш разрядлă çар комиссариачĕсем хушшинче Чăваш Ен пĕрремĕш вырăн йышăннă хыпара пĕлтернĕ. Ку ӳсĕм, паллах, пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçленипе çыхăннă. Юлашки çулсенче çар ретне тăрассинчен тарса çӳрекен ачасен шучĕ çук пулни те куç кĕретех. Яшсемпе тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕ, çамрăксене патриотла воспитани парас тĕлĕшпе «Зарница» тата «Орленок» çар вăййисене традицине çирĕп пăхăнса ирттерме кирлине асăрхаттарнă Чăваш Ен Президенчĕ. «Сывă пурнăç йĕркине уйрăмах çамрăксем хушшинче çирĕп тытса пымалла»,- палăртнă Михаил Игнатьев. «Спортпа туслă ачасем яланах çар ретне тăма юрăхлă»,- палăртнă вăл.

Тепĕр пысăк ыйту - муниципаллă обьектсене инвентаризацилесе техника паспорчĕсене йĕркене кĕртсе çитересси. Ку ыйтусемпе республикăри хуласемпе районсем хушшинче начар ĕçлесе пыракансем те пур. Вăсем: Куславкка, Хĕрлĕ Чутай районĕсем тата Çĕмĕрле хули пулнине палăртса хăварнă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин хула строительствин тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн министрĕ Александр Гончаров. Çак асăннă муниципалитетсен пуçлăхĕсен Президент умĕнче явап тытма тивнĕ. Халăха куллен кирлĕ таварсен хакĕсем, тавралăха тирпей-илем кĕртес ыйтусем те кун йĕркинчех. Федераллă трасса çинче тултарса хунă çуп-çап миххисем темиçешер уйăх йăваланса выртаççĕ. Кун пек тĕслĕхсене хăй Президент пĕрре çеç мар курса ĕненнĕ. Çавăнпа та ыйтăва контроле илме хушса хăварнă Строительства министерствине.



15 августа 2011
13:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter