Çăмарта-Екатеринбург­­­­­­ран. Чăвашăн ăçта?

Шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр-и, ял хуçалăх тытăмĕнче тăрăшакансем тыр-пула вăхăтра пухса кĕртейĕç-и, халăх апат-çимĕç хакĕпе кăмăлсăр мар-и - шăпах çак ыйтусемпе кăсăкланчĕ ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев кĕçнерни кун Куславкка районĕнче пулнă май.

 

 

Малтанах вăл Энтри Па­сар шкулĕпе паллашрĕ. Халь­хи вăхăтра унта юсав ĕçĕсем пыраççĕ, вĕсене çурла уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă. Людмила Зорина директор çурт тăррине çĕнетнине пĕлтерчĕ. Маччана темиçе çул каяллах шыв кайма пуçланă иккен. Анчах çак кăлтăка пĕтерме мехел çитереймен. Кăçал вара Чăваш Республикинчи ял тăрăхĕ­­се­нче çурт-йĕре компактлă вырнаçтарса комплекслă çĕклемелли программăпа усă курса пĕлÿ çуртне хăтлăлатма пуçланă. Асăннă шкула 1975 çулта 360 вырăнлăх хăпартнă пулнă. Шел, вĕренекенсен шучĕ юлашки çулсенче палăрмаллах чакнă. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче парта хушшине 43 ача ларĕ, çав шутран 5-шĕ - пĕрремĕш хут. Шкул автобусĕ пурри аван: кунта çичĕ ялтан ăс пухма çÿ­реççĕ-çке. Лаптăк çителĕ­к­­­­­­­­лех пулнине шута илсе пĕлÿ çуртĕ­­нче юпа уйăхĕн 1-мĕшĕн­че шкул çулне çитменнисен ушкăнне /тулли кунлă/ уçма палăртаççĕ - 15 вырăнлăх. Пĕтĕмпе вара Энтри Пасар ял тăрăхĕнче çичĕ çула çитмен 86 шăпăрлан пурăнать. Эппин, асăннă ушкăна уçни питех те кирлĕ.

 

Михаил Игнатьев рес­пуб­ликăри шкулсен 80 проценчĕ çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕррине пĕлтерчĕ.

 

Ĕçлĕ çул çÿрев малалла “Владино-Агро” ООО йĕтемне, унтан хирĕсене куçрĕ. Тырă пуссисенче çум таврашĕ çук. Ку хуçалăхра вырма ĕçĕсем хĕрÿ пыраççĕ. Паянхи кун тĕлне 236 гектар çинчи тырра пухса кĕртнĕ /пĕтĕмпе - 993 гектар/. Тухăç - гектартан вăтамран 28 центнер. “Тырă хакĕ чакмасан эпир пĕлтĕрхи шăрăх çанталăк кÿнĕ йывăрлăхсене хамăрах пĕтерме хăват çитерĕпĕр. Пухса илнĕ тыр-пула ăнăçлă сутса машина-трактор паркне пуянлатас, çĕнĕ техника туянас ĕмĕтсемпе ĕçлетпĕр”, - пĕлтерчĕ предприяти ертÿçи Надежда Петрова. Чăваш Ен ертÿçи çанталăк лайăх тăнă кунсенче кашни минутпа тухăçлă усă курмаллине аса илтерчĕ.

 

Михаил Игнатьев Куславкка хулинчи “Лад” ООО пасарне те кĕрсе курчĕ. Çынсем хăйсем лартса çитĕнтернĕ пахча çимĕçе урамра сутаççĕ, сак-сĕ­­тел таврашĕ вырнаçтар­ман­ран вĕсем çĕр улмине, кишĕ­ре, сухана, купăстана та­­­­­та ыттине çĕр çинех ху­р­­­а­­ççĕ. Çакă, паллах, питĕ тĕ­­лĕнтерчĕ. Сутуçăсенчен ыт­­­­­­­ларахăшĕ ватăсем-çке. Райадминистра­ци пуçлăхĕ Ив­­ан Майоров ку çитменлĕ­­­­­хе ыранах пĕтерме шантарчĕ. Сĕтелĕсем хатĕ­р­­­рисемех пур, анчах вĕсене канмалли ку­н­­­­сенче çеç лар­таççĕ. Ту­я­­­накансем Чăваш Ен ер­тÿçине пасарти хаксем ытла пысăк пулнине евитлерĕç: Шупашкартинчен те хаклăрах вĕт. Михаил Васильевич лавккасенче хамăр тăрăхра туса илнĕ продукци çукпа пĕрех пулнине асăрхарĕ. Тĕс­­­лĕхрен, кунта Екатеринбург­­­­­­ран илсе килнĕ çăмарта сĕнеççĕ. “Çак çăмартасем - тунти кун­хи”, - ĕнентересшĕн пулчĕ сутуçă. Тĕлĕнмелле, вĕсене Куславккана самолетпах ил­се килнĕ-ши вара? Михаил Игнатьев сертификат кă­тарт­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­ма ыйтрĕ, шел те, вăл тупăнмарĕ.

 

Хаксен ыйтăвне Куславкка район администрацийĕнче иртнĕ канашлура та сÿтсе яврĕç. Республика пуçлăхĕ çак тăрăхри суту-илÿ вырăнĕ­­сенче хаксем пысăк пулнине пĕлтĕр те хускатнине аса илтерчĕ, анчах лару-тăрăва лайăх еннелле улăштарас тесе район-хула ертÿлĕхĕ нимĕн те туман. Конкуренци йĕркелессипе шăпах влаç органĕсен тăрăшмалла. ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн çумĕ Любовь Петрова та Куславкка райо­­-­­­­­­ н­­­­ĕ­н­­­­­чи лавккасенче социаллă пĕлтерĕшлĕ хăш-пĕр тавар республикăри вăтам шайран хаклăраххине пĕлтерчĕ. Тĕс­­­лĕхрен: сахăр, çăнăх, хура тул кĕрпи хаклă.

 

Райадминистраци пуçлăхĕ Иван Майоров каланă тăрăх - ырă улшăнусем çук мар. Акă ĕçсĕрлĕх шайĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан 68 процент ча­­кнă. Уйăхри вăтам ĕç ук­çи те ÿснĕ, 9609 тенкĕпе тан­лашнă, анчах çакă ытти ра­йонтипе танлаштарсан 6,2 процент пĕчĕкрех. Çакă паха: район хальхи вăхăтра вырма ĕçĕсен хăвăртлăхĕпе Вăрнар, Пăрачкав, Елчĕк районĕсемпе тан пырать, урăхла каласан, республикăра ку енĕпе малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать. Малашне те çаплах пултăрччĕ. Шухăшлаттаракан ыйту - ха­­­лăх пурăнмалли çурт-йĕ­р­­­­­­­­­­­­­­пе коммуналлă хуçалăх пулăшă­­­вĕпе усă курнăшăн тÿ­­леме васкаманни. Паянхи кун парăм - 11,6 млн тенкĕ.

 

Михаил Игнатьев Президент управляющи компанисен ĕç­ĕ-хĕлĕ халăхшăн уçă пул­маллине каларĕ. Вăл Куславкка районĕн 2020 çулчченхи Стра­тегире палăртнине пурнăçа кĕр­­­­­тес тесен хастартарах ĕç­­­­­­­лемеллине палăртрĕ. “Пу­­­­ç­­аруллисене, ĕçлеме тă­рă­шакансене эпир малашне те пулăшăпăр”, - терĕ Президент сăмахне пĕтĕмлетнĕ май. (Ирина Клементьева)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
15 августа 2011
15:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter