Михаил Игнатьев: "Сывлăх сыхлавĕнчи çĕнĕлĕхсемпе кашни çын усă курма тивĕç"

  Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ видеоканашлу мелĕпе районсемпе хуласен ертӳçисемпе республикăра сывлăх сыхлавне çĕнетессипе çыхăннă ыйтăва сӳтсе явнă. Чăваш Ене 2011-2012 çулсенче Программăна пурнăçлама 4 миллиард та 539 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Палăртнă тĕллевсенчен пĕри вăл сывлăх сыхлавĕнчи учрежденисенче материаллă техника базине тĕпрен ылмаштарасси. Видеоканашлура Чăваш Республикин сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министрĕ Венера Муллина çапла пĕлтернĕ: «Хальхи вăхăтра 18 ед. çĕнĕ йышши медицина техникисене 18,5 миллион тенкĕлĕх вырнаçтарма май килнĕ. 2012 çул вĕçленнĕ çĕре 2 пине яхăн хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан техника илсе çĕнетме палăртнă. 25 пульницăна тĕпрен юсаса çĕнетме укçан уйăрнă. Хальĕхе 7 муниципалитетра 13 медицина учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Анчах та хăш-пĕр обьектсенче графикран юлса пынисем те пуррине асăрхаттарнă. Калăпăр, Муркаш районĕн тĕп пульницинче хирурги корпусĕн çурт тăррине утă уйăхĕнчех витсе пĕтерме палăртнă пулнă, анчах та паянхи кун та унта ĕçсем пыраççĕ. Çавăн пекех Çĕмĕрле хулин ача-пăча пульницинче, Улатăр районĕнче ачасем çураттармалли çуртсенче тĕпрен çĕнетсе  юсамалли ĕçсем те юлса пыраççĕ". Сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев администрацисен пуçлăхĕсен хуравĕсене итленĕ май, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче пыракан юсав ĕçĕсене вăхăтра йĕркелесе ирттерме хушнă, мĕншĕн тесен кашни пурăнакан çыннăн унта ĕçлекен медицина персоналĕсен те сывлăх сыхлавĕнче пулса иртекен çĕнĕлĕхсемпе вăхăтра усă курма тивĕç. Программăпа килĕшӳллĕн уйăракан укçа-тенкĕпе туллин те тĕрĕс усă курма тăрăшмаллине палăртса хăварнă Михаил Игнатьев. «Модернизаци-хитре янăракан сăмах çеç мар, вăл сывлăх сыхлавĕнче тĕпрен ылмаштармалли мел», - хушса хунă Президент. «Паянхи пурнăçра черетсенче тăрасси те кая юлмалла, пĕтĕмпех Интернет урлă электронлă регистратура пулмалла. 2012 çулта Программăна кĕрсе юлнă муниципалитетсенче проектсене чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕччен пĕтĕмпех туса çитермелле",- асăрхаттарса хăварнă республика ертӳçи. Районсемпе хуласен администрацисемпе пуринпе те медицинăна çĕнетес тĕллевпе хушса тӳлеме пулăшма укçа уйăрса хăварма килĕшӳ тунă пулнă, анчах та Элĕк, Канаш, Каçал Ен, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Шупашкар, Етĕрне районĕсенче тата Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле хулисенче вырăнти бюджетран укçа уйăрса хăварманнине пĕлтернĕ. Палăртнă ыйтăва пурнăçа кĕртмеллине чарăнсах каланă Михаил Игнатьев Президент. Канашлура сывлăх сыхлавĕнче кадăрсем çитменине те палăртнă. Медицина ĕçченĕсен укçа ӳсмеллине пĕлтернĕ. Президент çывăх вăхăтра пурнăçламалли ĕçсем çинче чарăнса тăнă. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев кун йышши канашлусене малалла та кашни уйăхрах ирттерме палăртнă, медицина ĕçченĕсен професси шайне ӳстерсех пымалли çине те тимлĕх уйăрнă. Учрежденисенчи юсав ĕçĕсене вара кашни уйăхрах çирĕп тĕрĕслесе пырассине те асăрхаттарсах каланă.



16 августа 2011
09:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter