Чăваш Республикин Президенчĕ ĕçлĕ канашлу ирттернĕ

Паян Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕн «Раççей Федерацийĕн субьекчĕсен ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне хакласси çинчен» кăларнă 825-мĕш номерлĕ указне пурнăçлас ыйтупа ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Указра Раççей Федерацийĕн субьекчĕсенчи ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕçĕн пахалăх шайне хаклама май паракан кăтартусене кĕртнĕ. Вăл регионсенчи экономикăри лару-тăрăва, çынсен пурнăçĕнче, вĕрентӳ тытăмĕнче, сывлăх сыхлавĕнче, пурăнмалли çурт-йĕр сферинче, çул-йĕр хуçалăхĕнче, пĕчĕк бизнес аталанăвĕнче, ял хуçалăхĕнче, влаçпа халăх хушшинчи çыхăнусене палăртма май парать. Чăваш Республикин малтанхи кăтартăвĕсем тăрăх Михаил Игнатьев Президент пурнĕçа тивĕçтерессипе çыхăннă мĕн пур отрасльте ырă улшăнусем пулмалине, регион аталанăвĕн лайăх динамикине упраса хăвармаллине палăртнă.



16 августа 2011
14:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter