Шкулсем, призыв тата хаксем

Михаил Игнатьев Президент ĕнер Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен вырăнти органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленни çинчен каласа панă. Кăçал пĕрремĕш класа каякан ачасен йышĕ пысăкрах пулать. Хальлĕхе 18 шкула хатĕрлесе çитереймен - вĕсенче юсав ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме пĕлтĕрхинчен икĕ хут ытларах укçа уйăрнă. Шкулсенче энерги перекетлемелли мероприятисем пурнăçланă, хăрушсăрлăха çирĕплетес енĕпе нумай ĕçленĕ. Пысăк пĕлтерĕшли - шкул автобусĕсен юсавлăхĕ. Ку ĕç валли хушма укçа уйăраççĕ, çийĕнчен 34 автобус туянма конкурс ирттересси çинчен пĕлтернĕ.

Президент шкулсене вĕренÿ çулне хатĕрлес ĕçе вăхăтра пурнăçламаллине, бюджетăн кашни тенкипе тухăçлă усă курмаллине палăртнă. Çавăн пекех шкулсен çумĕнчи территорисене тирпейлемелли çинчен те аса илтернĕ.

Юстици министрĕ Надежда Прокопьева ака-утă уйăхĕсенчи çар призывĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă. Çара Чăваш Енрен 3,2 пин ытла çамрăка ăсатнă, призыв планне ирттерсе пурнăçланă. Çар комиссарĕ Александр Мокрушин пĕлтернĕ тăрăх - республика иккĕмĕш разрядлă комиссариатсен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Юлашки çулсенче çар ретне тăрассинчен пăрăнакансен шучĕ те чакса пырать-мĕн.

Республика пуçлăхĕ тивĕçлĕ мĕн пур ведомствăна ăнăçлă ĕçленĕшĕн тав тунă, çамрăксене Тăван çĕр-шыва юратма вĕрентни, сывă пурнăç йĕркине тытса пыни, массăллă спорта аталантарни яшсене çар службине хатĕрлес ĕçре пысăк пĕлтерĕшли çинчен каланă.

Вице-премьер - строительство министрĕ Александр Гончаров муниципалитетсенче техника инвентаризацийĕ тата усă куракан ресурссене шута илекен приборсем лартас енĕпе мĕнле ĕçлени çинчен каласа панă. Вăл палăртнă тăрăх - Куславкка, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче, Çĕмĕрле хулинче çак ĕç тивĕçлĕ шайра мар. Президент вырăнсенчи пуçлăхсене çак ыйтусене куçран вĕçертме юраманни пирки асăрхаттарнă.

Юлашкинчен Чăваш Ен пуçлăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тата икĕ темăна çĕкленĕ: хăш-пĕр лавккара хаксене ÿстерсе яни тата çулсен хĕррисене çÿп-çапран тасатманни. Районсемпе хуласенче пулнă май вăл çакна хăй курса ĕненнĕ - канашлура пайăр тĕслĕхсене палăртнă. Михаил Игнатьев вак суту-илÿ тытăмĕнчи хаксене, таварсен пахалăхне тĕрĕслесе тăрас енĕпе мерăсем йышăнма хушнă, çулсен хĕррисене тирпейлемелли çинчен аса илтернĕ, Строймина çак ĕçе сăнасах тăма сĕннĕ. (К.Семенов)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
16 августа 2011
14:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter