Паян Чăваш Енре Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет

Паян, çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет. Палăртнă иформаци ушкăнĕсем районсемпе хуласенче чи аякра вырнаçнă пĕчĕк ялсене, организацисемпе предприятисен ĕç коллективĕсене çитсе вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашĕç. Куллен халăха кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав парĕç. Ку хутăнче информаци ушкăнĕсем çак палăртса хунă ытусене: вĕрентӳ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрлесси, республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пĕрремĕш çур çулхи кăтартăвĕсене тишкересси, Чăваш Республикин çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх обьекчĕсене 2011-2012 çулăн çĕнĕ хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленессине хускатĕç. Çак кунах информаци ушкăнĕсем халăхсене харпăрхăй ыйтăвĕсемпе те йышăнĕç.



17 августа 2011
08:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter