Тăкак куракансене сăмах тиврĕ

Ĕнер ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствипе патшалăх пурлăхĕпе тухăçлă усă курнине тĕрĕслесе тăракан Правительство комиссийĕн пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ.

 

Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина патшалăхăн унитари предприятийĕсен кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра унитарин патшалăх тата хысна предприятийĕ - 32, акцисен çурринчен ытла Чăваш Ен тытакан общество 27 шутланнă.

 

ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствине пăхăнакан организацисен йышĕнче - унитарин 5 предприятийĕпе акцисен 50 процентĕнчен ытла республика аллинче шутланакан 8 общество. Вĕсем укçа-тенкĕ пĕлтĕрхи 6 уйăхринчен 5 процент сахалрах ĕçлесе илнĕ. Çапах пĕрремĕш çур çула 8-шĕ таса тупăшпа, 5-шĕ - «Шанчăк» санатори, «Фармацевтика фабрики», «105-мĕш аптека», «81-мĕш аптека» тата «106-мĕш аптека» АОсем - тăкакпа вĕçленĕ. Ларура тишкернĕ предприятисен пĕрлехи таса тупăшĕ пысăк мар, пĕлтĕрхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче илнинчен 6 хут пĕчĕкрех.

 

ЧР Строительство министерстви ертсе пынипе ĕçлекен организацисен шутĕнче - унитарин 5 предприятийĕпе акцисен çурринчен ытла Чăваш Ен аллинче шутланакан 8 общество. Пĕрремĕш çур çулта вĕсене укçа-тенкĕ пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 2 процент нумайрах пырса кĕнĕ. 10 организаци таса тупăш илнĕ, 3-шĕ - «Чăвашавтотранс», Шупашкарти авиапредприяти, «Жилремстрой» - тăкак курнă. Строительство организацийĕсен пĕтĕмĕшле тăкакĕ пĕлтĕрхи 6 уйăхринчен 2 хут пĕчĕкрех.

 

ЧР Культура министерстви унитарин 7 патшалăх предприятийĕпе акцисен 50 проценчĕ ытла республика тытса тăракан 2 обществăна пĕрлештерет. Вĕсем пĕтĕмпе 139,3 миллион тенкĕ - иртнĕ çулхи çур çулхинчен 6 процент нумайрах - ĕçлесе илнĕ. 7 организацин таса тупăшĕ 4,3 миллион тенкĕпе танлашнă. Çапах культура отраслĕнче укçа ĕçлесе илме питĕ йывăр. Çавăнпа пулĕ «Реставратор» тата «Чăваш бибколлекторĕ» тăкак тÿснĕ. Шел те, сÿтсе явнă организацисен таса тупăшĕ пĕлтĕрхи 6 уйăхринчен 1,5 хут пĕчĕкрех.

 

ЧР Ял хуçалăх министерствине унитарин пĕр патшалăх предприятийĕ, хыснан 2 предприятийĕ тата акцисен çурринчен ытла Чăваш Ен тытса тăракан 6 общество пăхăнаççĕ. Вĕсене укçа-тенкĕ пĕтĕмпе 2010 çулхи пĕрремĕш çур çулхинчен 57 процент нумайрах пырса кĕнĕ. 6 организаци таса тупăш илнĕ, 3-шĕ - «Чăвашçăкăрпродукчĕ», «Агро-инновацисем», Муркашри чăх-чĕп фабрики - тăкак тÿснĕ. Пĕтĕмĕшле илсен организацисем çур çула тăкакпа вĕçленĕ /çулталăк каялла - 14 миллион тенкĕлĕх таса тупăш/.

 

Республикăн Спорт, Вĕрентÿ, Экономика, Çут çанталăк министерствисен, Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн, Ветеринари службин унитари предприятийĕсем тата обществисем пĕтĕмпе 119,2 миллион тенкĕ ĕçлесе илнĕ. 7 организаци таса тупăш, 3-шĕ - «Чăваш вăрман хуçалăхĕ», «Шанăç» ИФК», «Зооветснаб» - тăкак курнă. Çак министерствăсен предприятийĕсем пĕлтĕрхи 6 уйăхра 7,1 миллион тенкĕлĕх таса тупăш илнĕ пулсан кăçал 6,3 миллион тенкĕлĕх тăкак тÿснĕ.

 

Тĕп доклада сÿтсе явма республикăн ĕç тăвакан органĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç. Унитарин, хыснан хăш-пĕр предприятийĕ е акционер обществи мĕнле сăлтава пула çитĕнÿ тăвайманнине ăнлантарчĕç.

 

Чăваш Республикин Президенчĕн кăçалхи пушăн 4-мĕшĕнчи 23-мĕш Указне пурнăçлас тĕлĕшпе юлашки уйăхра муниципалитетсем мĕнлерех ĕçлени çинчен пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина пĕлтерчĕ. Çĕртме уйăхĕнчипе танлаштарсан лару-тăру лайăх енне улшăннă. Çурла уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне çĕр лаптăкĕ тÿлевсĕр илмелли правăпа усă курма пултаракан нумай ачаллă - 850, çав шутра чи нумай заявлени йышăннă муниципалитетсенчен Шупашкарта - 390, Çĕнĕ Шупашкарта - 73, Шупашкар районĕнче - 78, Комсомольски районĕнче - 52, Етĕрне районĕнче - 35, Çĕрпÿ районĕнче 34 çемьене шута илнĕ. Уйăракан лаптăк çинче 850 çемьерен çурри - уйрăм çурт, 293-шĕ /34:/ - хуралтă, 132-шĕ /16:/ дача тăвасшăн. Ĕнерхи кун тĕлне тÿлевсĕр çĕр илме 131 çемьене сертификат панă. (Ю.Михайлов)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
17 августа 2011
10:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter