Сывлăх сыхлавĕнчи çĕнĕлĕхсене кашниех туйтăр

Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче ЧР Президенчĕ республикăра сывлăх сыхлавне модернизацилес ыйтупа канашлу ирттернĕ. Михаил Игнатьев хула округĕсен тата муниципалитет районĕсен пуçлăхĕсемпе видеоçыхăну мелĕпе калаçнă.

 

Аса илтеретпĕр: программăна пурнăçлама 2011-2012 çулсенче Чăваш Ене 4 млрд та 539 млн тенкĕ уйăраççĕ. Сывлăх сыхлавне модернизацилес ĕçĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри - медицина учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетни. Видеоканашлу вăхăтĕнче ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Венера Муллина пĕлтернĕ тăрăх - хальхи вăхăтра 18,5 млн тенкĕлĕх 18 тĕрлĕ çĕнĕ йышши медицина техники вырнаçтарнă. 2012 çул вĕçлениччен ку чухнехи 2 пин ытла тĕрлĕ оборудовани туянчĕç. 25 больницăна тĕпрен юсамашкăн пысăк укçа уйăрма палăртнă. Халĕ 7 муниципалитетри 13 медучреждение юсаççĕ. Анчах хăш-пĕр объектра ĕçсем графикпа пăхнинчен юлса пыраççĕ. Тĕслĕхрен: Муркаш район больницин хирурги корпусĕн тăррине утă уйăхĕнчех çĕнетме палăртнă, анчах унта паян та ĕçлеççĕ. Çĕмĕрле хулин ача-пăча больницин стационарне, Улатăр районĕн больницин ача çуратмалли çуртне тĕпрен юсасси юлса пырать. Венера Муллина каланă тăрăх - графиксене аукционсем ирттермелли тата контрактсем тумалли вăхăта тăсса пынипе пăхăнмаççĕ. «Пирĕн аукционсене пăрахăçланă тата вĕсене монополипе кĕрешекен служба предписанийĕсем тăрăх тепĕр хут ирттернĕ тĕслĕхсем те пулнă. Çĕмĕрле хулин ача-пăча больницинче проектпа смета докуменчĕсене те улшăнусем кĕртме тиврĕ», - палăртнă министр.

 

Президент хăш-пĕр муниципалитет администрацийĕсен пуçлăхĕсене итленĕ, медучрежденисене тĕпрен юсассине тăсма юраманни çинчен каланă, «модернизацие пурте - медучреждени ертÿçинчен пуçласа пациент таранчченех - туйччăр» тесе уйрăммăн палăртнă. Программăпа килĕшÿллĕн уйăрнă укçа-тенкĕпе тĕллевлĕн тата туллин усă курмалла. «Модернизаци - илемлĕ сăмах çеç мар, вăл - сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче татăклă улшăнусем тумалли çул-йĕр. Талонсем илме черетре тăни, тухтăр патне кĕме темиçе уйăх маларах çырăнни, кабинетсен умĕнче кĕпĕрленни - çаксем веçех иртнĕ вăхăтра юлмалла», - хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ республика пуçлăхĕ. Михаил Игнатьев администрацисен пуçлăхĕсене 2012 çулхи программăна кĕнĕ больницăсене юсама проектпа смета докуменчĕсене чÿкĕн 1-мĕшĕччен хатĕрлеме хушнă.

 

Программăн хăш-пĕр çул-йĕрĕ валли укçа-тенкĕ пăхса хăварас пирки уйрăм калаçу пынă. Муниципалитетсемпе, хула округĕсемпе ку чухнехи информаци тытăмĕсене тата медицина пулăшăвĕн стандарчĕсене ĕçе кĕртмелли мероприятисем валли укçа уйăрасси çинчен килĕшÿсем алă пусса çирĕплетнĕ. Анчах Элĕк, Канаш, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Шупашкар, Етĕрне районĕсем, Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле хулисем хăйсен бюджечĕсенче укçа пăхса хăварман. «Укçа çав тери нумай мар, çавăнпа район-хуласен пуçлăхĕсен хăйсен обязательствисене пурнăçламалла. Укçа уйăрма пăхса хăвармалла, хирĕçлеме нимĕнле сăлтав та пулмалла мар», - тенĕ Президент видеоканашлăва хутшăннисене.

 

Медицина кадрĕсем çитменнипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе явнă, тухтăрсемпе медсестрасен ĕç укçине ÿстерессине пăхса тухнă. Кăрлач уйăхĕнчен медицина ĕçченĕсен укçи 13 процент хăпарнă, 2012 çул вĕçлениччен тата ÿсет. Çапла вара 2010 çулхипе танлаштарсан тухтăрсен ĕç укçине 31 процент ÿстереççĕ, вăтам медицина ĕçченĕсенне - 26,4 процент. Çавăн пекех район-хуласен пуçлăхĕсемпе калаçнă хушăра çĕнĕ информаци технологийĕсене ĕçе кĕртес, медицина ĕçченĕсен професси шайне ÿстерес, амбулатори пулăшăвĕ парассине лайăхлатас ыйтусене хускатнă. «Çакнашкал канашлусене кашни уйăхрах ирттерĕпĕр, программăна мĕнле пурнăçланине, тĕпрен юсамалли кашни объектра лару-тăру еплерех пулнине тĕрĕслĕпĕр», - канашлăва пĕтĕмлетнĕ республика пуçлăхĕ. (А.Львова)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
17 августа 2011
10:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter