Муркаш районне аталанма çĕнĕ тĕллевсем лартнă Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев.

Паян Чăваш Республикин Президенчĕ ĕçлĕ çул çӳревпе Муркаш районĕнче пулнă. Районта республика ертӳçи вырма ĕçĕсемпе, çĕнĕ вĕренӳ çулне епле хатĕрленнипе кăсăкланнă. Ялта ĕçлекен предпринимательсемпе курса калаçнă, муниципалитета аталанма май паракан çул-йĕрсене пăхса тухса, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Мăн Сĕнтĕр ялĕнче Президент «Сундырь-Хлеб» тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн ĕçĕсемпе паллашнă. Пĕр кунта пĕрлешӳ 6,6 тонна таран çăкăр тата ытти продукцисене кăларать. Предприятире пурĕ 74 çын тăрăшать. Вăтамран уйăхне ĕç укçине 10 пин те 300 тенкĕ илсе пыраççĕ. Республика ертӳçи çăкăр пĕçерекен цехра пулса курнă, унта ĕçлекенсемпе пупленĕ. Леонид Ильгечкин ертӳçĕ малашнехи тĕллевсемпе паллаштарнă, Шупашкар тата Мари Эл пасарĕсенче те хăйсен продукцийĕсене вырнаçтарма шухăш тытни çинчен пĕлтернĕ. «Конкуренцие чăтас тесен таварсен хакне тата пахалăхне тивĕçлĕ шайра тытса пыма тăрăшас пулать», - палăртнă Чăваш Ен Президенчĕ.

 Республика ертӳçи Мăн Сĕнтĕрте пурăнакан çынсемпе калаçнă, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав панă. Ялта кантăксене пластикран туса кăларакан производствăн ĕçĕпе паллашнă. Ĕçе Шупашкарти «Карина» фирма йĕркелесе ертсе пырать. Çак фирма шкулсене, пульницăсене пластикран тунă кантăксемпе тивĕçтерсе тăрать. Район администрацийĕн ĕçченĕсемпе  килĕшсех ĕçлесе пыни çинчен те палăртсах каланă Игорь Каринкин ертӳçĕ. «Питĕ аван, паянхи ялсенче çакăн йышши предприятисем уçăлни. Вĕсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшмалла. Вĕсене пула, таврари пăрахăçа тухнă лаптăксем илемленеççĕ»,- палăртнă Михаил Игнатьев.

 Çак ялтах вырнаçнă Мăн Сĕнтĕрти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкула та çитсе килнĕ. Çĕнĕ вĕренӳ çулне еплерех хатĕрленнине пăхса çаврăннă. Тепĕр икĕ эрнерен шкулта 43 ача пĕрремĕш хут парта хушшинче ларĕç. Çĕнĕ вĕренӳ çулне 351 шкул ачи килĕ. Михаил Игнатьева физика, хими тата ытти хăш-пĕр уроксене ирттермелли классене кăтартнă. Классем пĕтĕмпех хатĕр, вĕрентме кирлĕ хатĕрсене йăлтах вырнаçтарса лартнă. Вĕрентекенсем хальхи пурнăçпа тан пыраççĕ. Кашни учительĕн хăйĕн сайчĕ пур. Республика ертӳçи хăш-пĕр кăлтăксене палăртса хăварнă. Тĕслĕхрен: авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен шкулăн тăррине юсаса çитермелле.

 Районта ял хуçалăх ĕçĕсене те тишкернĕ. Уйра вырма ĕçĕ пырать. Мал ĕмĕтлисем паянах çитес çула хатĕрленсе кĕрхи культурăсене акса хăварма хатĕрленеççĕ. «Оринино» ял хуçалăх производства кооперативĕнче хĕл каçармалли культурăсем валли 150 гектар çĕр хатĕрлесе те хунă. Кăçал 414 гектар çинчи çĕре тасатса тирпейлеме шут тытни çинчен пĕлтернĕ хуçалăх ерӳçи Юрий Шишокин. Тухăçа лайăх илнĕ пирки, çитес çул тата та вăйлăрах, çĕнĕ йышши вăрлăхсемпе усă курса ĕçлеме палăртса хунă ертӳçĕ. Президент вĕсен шухăшăсене итленĕ май тĕрлĕ сĕнӳсем парса хăварнă, ял ĕçченĕсене малалла та лайăх ĕçлесе пыма ăнăçусем суннă.

Район центăрĕнче кĕçех çĕнĕ çурт хута кайĕ. Унти стройка ĕçĕсене пăхса çаврăннă. Хваттерсене  вăрçă ветеранĕсене, тăлăха юлнă салтак арăмĕсене тата çавăн пекех ялсенче ĕçлекн çамрăк специалистсене парса тивĕçтерĕç. Çак кунах Президент  лавккана та çитсе килнĕ. Апат-çимĕç тавар хакĕсемпе паллашнă. Сăмах май каласан, лавккара ытларах ют çĕртен илсе килнĕ таварсене курма тӳр килнĕ. Хăйсем патĕнче туса кăларакан чăх-чĕп фабрикин çăмартисем те пулманнине асăрханă пуçлăхсем. Çав вăхăтрах ытти кӳршĕллĕ районсен лавккисенче Муркаш фабрикин çăмартисем çителĕклĕ таран. Тата вĕсене çитменнине ыйтсах тăраççĕ пĕр хăнăхнă çынсем.

Михаил Игнатьев район администрацийĕн залĕнче районти хуçалăх активĕпе Муркаш районĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăçалхи 7 уйăхри кăтартăвĕсем тăрăх анлă канашлу ирттернĕ. Умра тăракан çывăхри тĕллевсем çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Иванов доклад туса панă. Пĕлтĕр шăрăха пула, хуçалăхсем нумай тăкак тӳснĕ, çавна шута илсе патшалăх 45% таран пулăшма пултарнă. Кăçал  пĕлтĕрхишĕн те тăрăшсах ĕçлеме кирлине палăртнă Михаил Игнатьев. Республика ертӳçи уйрăммăн Чăваш Республикин патшалăх учрежденийĕсен ĕçченĕсен должноç шалăвĕсен виçине ӳстересси çинчен пĕлтернĕ. Паян вара чи малтан вырăнти пуçлăхсен ача сачĕсенче черетсен ыйтăвĕсене татса парасси çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртсах каланă Чăваш Ен Президенчĕ.



18 августа 2011
15:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter