Шупашкар хулин кунне уявлас умĕн Чăваш Ен Президенчĕ çĕнĕ объектсем уçрĕ

Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарта хула варринче «Атăл» ятлă хăна çурчĕ хăйĕн алăкĕсене уçса кĕтсе илнĕ. Паллă пулăма Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев çитнĕ. Хула çыннисене уявпа саламланă май, республика пуçлăхĕ çапла пĕлтернĕ: «Чăваш Республикин тĕп хулинче хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан 21-мĕш ĕмĕрти объект уçăлчĕ. Паян эпир Шупашкар хулин çуралнă кунне халалланă уяв мероприятийĕсен пуçламĕшне пĕрремĕш тытăнтăмăр. Çак хăна çуртĕнче пулăшусене чи пысăк шайри стандартсемпе килĕшӳллĕн тивĕçтерĕç, килекенсене пысăк тараватпа кĕтсе илĕç», - палăртнă Михаил Игнатьев. «Атăл» хăна çурчĕн ĕçченĕсене хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов та саламланă. Ăнăçлă ĕçлесе пыма суннă. Пухăннă хăнасем хăна çурчĕн хăйне евĕрлĕ, хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан илемлĕхе пăхса килленнĕ. Çак кунах хăна çуртне Раççей регионĕсенчен, Иранран, Швейцаринчен хăнасем вырнаçма та ĕлкĕрнĕ. Конференцисем ирттермелли пӳлĕмре канашлусем, ĕçлĕ тĕл-пулусем ирттерме те йышăнса хунă. Палăртса хăварасшăн «Атăл» хăна çуртĕнче инвалидсем валли те ятарлă пӳлĕмсем уйăрнă. Çуртрах вырнаçнă ресторанта чăвашсен йăлана кĕнĕ апат-çимĕçне те туянса çиме пулать. «Атăл» хăна çурчĕ Европа шайĕнчи хăна çурчĕсенчен пĕрре те ирттермест», -палăртнă Президент. Тин çеç уçăлнă хăна çурчĕн ертӳçи пĕр обьекта хута янипе çеç килĕшсе ларасшăн мар, татах та малалла çĕнĕ тĕрлĕ йышши çуртсем çĕклесе лартасишĕн ĕмĕтленет. Калаçса татăлмалли пӳлĕмре Иван Павлов Президента «Атăл леш енче хăна çурчĕсен комплексне тăвасси çинчен» çĕнĕ проект кăтартнă.

Çак кунах Чăваш Ен Президенчĕ Шупашкар хулин Калинин районĕнче ачасене вылямалли площадкăна уçнă çĕре те хутшăннă. Кута чи малтанах сцена çине хăпариччен Президент çуртсем хушшинчи машинăсем лартмалли вырăна сарнă асфальте тĕрĕсленĕ. Пухăннисемпе калаçнă май, Михаил Игнатьев кун йышши çĕнĕ çулсене сарасси ĕç малалла та пырасса тата çитменнине хула варринче çеç мар хула хĕррисенче те çулсене юсав ĕçĕсем туса иртересси çинчен пĕлтернĕ. «Паян ашшĕ- амăшĕшĕн, ачисемшĕн те пысăк уяв. Çемьесемпе пуçтарĕнса аякка каймасăрах сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулать»,- палăртнă Президент.Уяв парнесемсĕр иртмен. Янгачевсен çемьине Президент çурт лартма çĕр лаптăкне илме пулăшакан сертификата парса чысланă. Уява килнĕ мĕн пур ача-пăча пылак çимĕçпе кăмăлĕсене тултарнă.

Уяв туйăмĕ Шупашкарти Ашмарин урамĕнче те сисĕннĕ. Кунта пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне хута янă. Пӳлĕмсене илемлетсе çĕнетнĕ çĕре хула бюджетĕнчен пĕр миллион та 600 пин тенкĕ куçнă. Президент пӳлĕмсене пăхса çаврăннă чух кунта килекен чирлĕ çынсене пăхса тăма медицина пулăшăвĕ пама пур услови те пурри çинчен палăртнă. Офис ыттисенчен хăйне евĕрлĕ медицина пулăшăвĕ парассипе уйрăлса тăрать. Çĕнĕ гирудотерапевт йĕркипе усă кураççĕ. Сусăрланнă çынсене валли ятарласа пысăк коридорсем туса панă. Кĕрсе тухма та питĕ ансат, меллĕ. Врачсем патне 1200 çемье таран пулăшу илме килме пултараççĕ. «Эпир чăннипех те савăнатпăр, пирĕн патне çакăн пек пысăк тимлĕх уйăрнăшăн. Ĕç укçин шайĕ те ӳссех пырать. Кун пек майсем туса пани пирĕн пата çĕнерен те çĕнĕрен çамрăк специалистсене килме пулăшĕ»,-тесе хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ çамрăк врач-терапевт Ольга Леонидовна. Президент ытти пухăннă çынсемпе калаçнă, вĕсен ыйтăвĕсем çине хурав панă. Таврари илемлĕхе тытса пыма кашни çыннăн вăй хумаллине, яланах тасалăх çине тимлĕх уйăрмаллине асăрхаттарса хăварнă Чăваш Ен Президенчĕ халăхпа пӳпленĕ май.



18 августа 2011
10:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter