Чăваш Ен Правительство çуртĕнче Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх наградисене парса чысланă

Правительство çуртĕнче Шупашкарсене - тĕрлĕ професси çыннисене - чысланă. Михаил Игнатьев Президент вĕсене Раççей тата Чăваш Ен наградисене панă. «Шупашкарта хастар та пуçаруллă çынсем пурăннипе чăнласах мăнаçланатăп. Сире пурне те тăван хулана юратни пĕрлештерет», - тенĕ вĕсене республика пуçлăхĕ.Раççей наградисене виççĕн тивĕçнĕ: Шупашкарти 1-мĕш гимнази вĕрентекенĕ Светлана Петрова, Чăваш патшалăх университечĕн филологи факультечĕн деканĕ Геннадий Кириллов, çак аслă шкулăн пĕрремĕш проректорĕ Валерий Алексеев. «Хăйсен ĕçĕн чăн профессионалĕсем, хăйсен тивĕçне пултаруллă пурнăçлакансем», - тенĕ М.Игнатьев чылай çул вĕрентÿре вăй хуракансем пирки. Промышленноç тракторĕсен завочĕн музейĕн директорне Людмила Таракановăна Чăваш Енĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн хисеплĕ ятне панă. Ун пирки тăван предприяти историйĕн управçи теççĕ. «Музей хулашăн, республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ завод историне сăнлать. Пирĕн музее пырса куракан кашни çын кунта хăватлă та паха тракторсем кăларнипе мăнаçлантăр - çак тĕллевпе ĕçлетĕп», - палăртнă Л.Тараканова.Пĕтĕмпе вĕрентÿпе наука, культурăпа искусство тата сывлăх сыхлавĕн сферисенче тăрăшакан 19 çынна наградăсемпе чысланă. «Эсир - тĕп хула илемĕ, унăн «ылтăн фончĕ», çамрăк ăрушăн тĕслĕх», - тенĕ Михаил Игнатьев пурне те награда илнĕ ятпа тата Шупашкар хулин кунĕ ячĕпе саламланă май.



19 августа 2011
18:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter