Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулин кунĕ ячĕпе саламлани

                                                Шупашкарăн хаклă çыннисем!

                                       Сире Хула кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!

Чăваш Ен тĕп хули çуралнă кун – республикăшăн паллă пулăм, тĕлĕнмелле илемлĕ те асра юлакан уяв; вăл пирĕн тăрăхра пурăнакан пур халăх çыннине пĕрлештерет.

Пирĕн паян мухтанмалăх сăлтав çук мар. Чăваш Ен тĕп хулин сăн-сăпачĕ çулсерен çĕнелсе пырать. Нумай хутлă çуртсем тÿпенелле çĕкленеççĕ, автомобиль çулĕсене ытларах та ытларах сараççĕ, парксемпе скверсем илемленсе пыраççĕ, урамсемпе кил картисенче тирпей-илем кĕртеççĕ. Çĕнĕ производство объекчĕсем хута каяççĕ, Шупашкара хăвăртрах аталанма май паракан пысăк капашлă инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕреççĕ. Çав вăхăтрах Чăваш Ен тĕп хули хăйĕн авалхи сăн-сăпатне, нацин хăй евĕрлĕхне палăртакан енсене упраса пурăнать. Кунта Шупашкарсен – ĕçчен, тараватлă тата тăван тăрăх шăпишĕн чунтан тăрăшакан çынсен – тÿпи питĕ пысăк.

Çакна шанатăп: республика тĕп хулин пуласлăхĕ пысăк, пĕрлехи вăйпа эпир пур çĕрте те ăнăçу тăвăпăр. Çакна пурнăçа кĕртмешкĕн пирĕн пурте пур: ăс-хакăлпа пуçаруллăх, культурăпа ăслăлăх вăй-хăвачĕ, чи кирли вара – Шупашкара пĕтĕм чĕререн юратни.

Республика тĕп хулине чечекленме, пĕр тăтăш аталанма, унăн çыннисене вара – мал ĕмĕтлĕх, çирĕп сывлăх тата ытлă-çитлĕ пурнăç сунатăп!

Чăваш Республикин Президенчĕ                                                      М.Игнатьев.

                              

                                              



19 августа 2011
12:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter