Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев пресс-конференци ирттернĕ

Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен Президенчĕн должноçне йышăннăранпа çулталăк çитнĕ ятпа пресс-конференци ирттернĕ. Тĕл пулу Чăваш Республикин Наци библиотекинче иртнĕ. Пресс-конференцие республикăри, районсемпе хуласенчи пичет тата электронлă массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем хутшăннă. Шупашкара килсе çитнĕ алла яхăн журналист Президента ыйту пама кăмăл туннă. Пресс-конференцие уçнă май, Президент Чăваш Республики экономика кризĕсĕнчен пĕчĕккĕн тухса пынине палăртса хăварнă. Кăтартусем ӳссех лайăхлансах пыраççĕ. Чăваш Республикин Правительстви хăй çине илнĕ ыйтусене пĕтĕмпех пурнăçласа пырать. Вăл шутрах социаллă сферăна лайăхлатассине те. Вăрентӳпе сывлăх сыхлавĕн ĕçĕсене тĕпрен çĕнетсе ылмаштарасси те курăмлăнах пурнăçланса пырать. Республикăн патшалăх умĕнчи парăмĕсем те чакнă. Чăваш Енре тĕллевлĕ 64 программăсем туллин пурнăçланса пыраççĕ. «Çитес вăхăтра тăлăх ачасен çурт-йĕр ыйтăвне пĕтĕмпех татса парăпăр. Кăна валли укçа-тенкĕ пур. Ача сачĕсенче вырăн çитменнипе çыхăннă ыйтăва вара виçĕ çулта татса пама пултаратпăр»,–палăртнă Президент.«Массăллă информаци хатĕрĕсем-пысăк вăй. Пресса, радио, телевидени юлашки вăхăтра пĕтĕмпех халăхăн тавра курăмне ӳстерме пулăшаççĕ. Вĕсен шухăшĕсене палăртма май параççĕ»,- уйрăммăн палăртсах каланă республика ертӳçи. «Çавра сĕтел» хушшинче Президент тĕрлĕ йышши ытусем тавра калаçу хускатнă. Вăл шутрах республикăн юлашки тапхăрти социаллă экономика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне те тишкернĕ. Михаил Игнатьев çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе нумай ĕç тума май килни çинчен пĕлтернĕ. Бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен ĕç укçин шайне ӳстерни те хăйне евĕр пулăшу. Пĕчĕк предпринимательлĕхе аталанма май паракан условисем туса парассине те пысăк тимлĕх уйăрнине каласа хăварнă. Ыйтусем хушшинче Чăваш телерадиокомпани ĕçне пуçăнас ыйту та хăйĕн хуравне тупнă. Ĕçе авăн уйăхĕн вĕçĕнче е юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче пурнăçа кĕртме шутлани çинчен пĕлтернĕ. Программăра чăвашла тата вырăсла кăларăмсем пулĕç. Пуласлăхра ăна Интернета лартса ытти регионсенчи пур халăх та курма пултарĕ. Журналистсене тĕрлĕ ыйтусем хумхантарнă. Пурĕ икĕ сехете яхăн конференци тăсăлнă. Пресс-конференцире Михаил Игнатьев Президент журналистсен вăтăра яхăн ыйтăвне хуравланă. Юлашкинчен пĕтĕм ыйтăва хурав панă хыççăн, малалла та çакăн пек пĕр-пĕринпе ăнланса килĕшсе ĕçлесе пыма, халăх ыйтакан ыйтусен хуравĕсене вăхăтра вĕсем патне илсе çитерме хушса хăварнă республика ертӳçи. «Пирĕн сирĕнпе пĕр тĕллев – çынсен пурнăçне лайăхлатасси. Сире уçă калаçушăн тав тăватăп», – тенĕ Михаил Васильевич тĕл пулăва вĕçленĕ май.

Сăн галерейи



19 августа 2011
08:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter