Пĕр кунта - икĕ уяв

Юрий МИХАЙЛОВ

 

 

Ĕнер Шупашкарти Ярославль урамĕнче /23-мĕш çуртăн 1-мĕш корпусĕ/ «Атăл» хăна çуртне уçрĕç. Вăл пилĕк хутлă, унта 46 пÿлĕм. Атăл шывне хăпартиччен Чăваш патшалăх академи драма театрĕпе юнашар, К.Маркс тата Плеханов урамĕсем хĕресленнĕ вырăнта, «Атăл» хăна çурчĕ пулнă. Ăна И.В.Ведянин архитектор проекчĕпе çĕкленĕ.

 

Хăна çуртне уçма Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Хăйĕн сăмахĕнче республикăна хăнасем тĕрлĕ регионтан тата ют çĕр-шывсенчен килнине, çавăнпа вĕсене тирпейлĕхпе хăтлăх тĕлĕшĕнчен çÿллĕ шайра кĕтсе илмеллине палăртрĕ.

 

- «Атăла» вырнаçакансене экологи енĕпе паха апат çеç çитермелле, - терĕ Президент. - Кунти ресторана Чăваш Енре хатĕрлекен продукципе кăна тивĕçтермелле.

 

Хăна çуртне хĕрлĕ хăю касса уçнине пĕлтерме республика ертÿçине шанчĕç. Номерсем, ресторан, конференц-зал, ытти пÿлĕм хăтлă пулнине республикăри информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем палăртрĕç.

 

Çакăн хыççăн Михаил Игнатьев Калинин районĕнчи Ашмарин урамне çитрĕ. Ача-пăча площадкинче ăна микрорайонта пурăнакансем ырă сунса кĕтсе илчĕç. Хăйсен савăнăçне пытармарĕç. Сăлтавĕ пур: 36-мĕш çуртăн 1-мĕш корпусĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне ĕçе кĕртме хатĕрленĕ, Ашмарин урамне асфальт сарнă тата ача-пăча площадкине çĕнетнĕ, спорт хатĕрĕсем вырнаçтарнă.

 

- Эпĕ микрорайонта иртекен уява хаваспах хутшăнатăп, - пĕлтерчĕ республика пуçлăхĕ. - Мĕншĕн тесен хула влаçĕ ăна хатĕрленсе ырă ĕç чылай пурнăçланă. Строительствăна укçа нумай хывнă. Урамсене асфальт сарма та, газонсене тирпейлеме те, ача-пăча площадкине çĕнетме те. Эпир хуласемпе ялсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе малашне те ĕçлĕпĕр.

 

Чăваш Ен ертÿçи 34 «а» çурта кĕрсе курчĕ. Хальхи вăхăтра унта юсав ĕçĕ пырать. Кунта пурăнакансем 12 тăваткал метр йышăнакан пÿлĕмшĕн кашни уйăхра коммуналлă тăкаксемшĕн 1800-шер тенкĕ тÿлеççĕ. «Питĕ хаклă», - терĕç çамрăк амăшĕсем. Сăлтавĕ паллă: кашни çемье электроэнергипе, ăшă тата сивĕ шывпа, газпа усă курмалли счетчиксем вырнаçтарман, çавна пула çуртри мĕн пур тăкакшăн пĕрле тÿлеме тивет.

 

Пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ умĕнче Президентпа микрорайонта пурăнакансен пĕр ушкăнĕ калаçрĕ. Ашшĕ-амăшĕ вырăнти социаллă ыйтусене хускатрĕ, Кăнтăр поселокĕнчи медицина ĕçченĕсен тăрăшулăхне лайăх хак пачĕç.

 

Офис çуртăн пĕрремĕш хутĕнче вырнаçнă, 250,8 тăваткал метр йышăнать, 3 пин пациента пăхса тăрать. Хулари 7-мĕш больницăна пăхăнать. Юлия Варкичева заведующи çĕнĕ офиса медицина оборудованийĕпе, сĕтел-пуканпа тивĕçтерни, медперсонал хăйĕн тивĕçне пурнăçлама тытăнни çинчен пĕлтерчĕ.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
19 августа 2011
09:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter