Президент тăрăшуллисене мухтанă, кахалсене критикленĕ

Утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Канаш районĕнче тата Канаш хулинче пулнă. «Канаш» ОООра республика пуçлăхĕ выльăх апачĕ хатĕрленипе паллашнă. 2011 çулта акнă лаптăк 1788 гектарпа танлашнă. Паянхи кун тĕлне 14 гектар çинчи курăксене пухса кĕртнĕ. Предприяти сĕт комплексĕ тума, ăратлă çамрăк выльăх туянма, сĕте тирпейлемелли оборудовани вырнаçтарма палăртнă. Хуçалăх ертÿçи Махмуд Гулиев пĕлтернĕ тăрăх кăçал машинăпа трактор паркне 80 процент таран çĕнетнĕ. Вăл патшалăх пулăшăвĕсĕр «Канаш» çакăн пек пĕр тикĕс ĕçлейменнине палăртнă. «Кăçал пирĕн предприятие патшалăх 3 млн тенке яхăн парса пулăшрĕ. Çакă выльăх йышне сыхласа хăварма кăна мар, ÿстерме те май пачĕ», - тенĕ вăл. Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов районта акакан лаптăксене чакарманни, тип шар кÿнĕ тăкаксене пĕтерме патшалăх 14 млн тенке яхăн пани çинчен каланă. «Тăрăшса вăй хумалла, выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ хатĕрлемелле, тыр-пула çухатусăр пухса кĕртмелле», - палăртнă Президент.

Çеçпĕл ялĕнче Чăваш Ен ертÿçи пусă тумалли ункăсем, керамзит блоксем туса кăларнипе паллашнă. Пысăках мар предприятие Ирина Сергеева уçнă. Ялта пурăнакан хĕрарăм пĕлтĕр Çеçпĕл ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн гаражĕ пулнă çурта туяннă, çĕнĕ производство йĕркеленĕ, 15 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. И.Сергеева бизнес çинчен каласа панă, çывăх вăхăтри тĕллевсемпе паллаштарнă: мотоблоксем валли прицепсемпе кĕреплесем туса кăларма тытăнмалла. Çамрăк ĕçченсем Артемпа Алексей Васильевсем Президентпа калаçнă, хăйсене ĕç килĕшни, урăх вырăна тухса кайма шухăшламанни çинчен пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев яшсене - ăнăçу, хуçалăха лайăх аталанса пыма суннă. 

Çавăн пекех хастар предприниматель Александр Афанасьев ялта полиэтилен пăрăхсем, çÿп-çап пухмалли хутаçсем, михĕсем туса кăларассине йĕркеленĕ. Предприятире вырăнта пурăнакан 8 çын вăй хурать. Оборудование хăйсен укçи-тенкипе тата 1 млн тенкĕ кредит илсе туяннă. 

Президент кÿршĕллĕ уйсенче çум курăк ашкăрни çинче чарăнса тăнă, ял тăрăхĕн ертÿлĕхне çывăх вăхăтрах йĕрке тума хушнă. 

Районăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пĕрремĕш çур çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май канашлура Михаил Игнатьев хуçалăхсен пурин те тыр-пула пухса кĕртме тытăнмаллине каланă. Паянхи кун тĕлне муниципалитетăн 8 хуçалăхĕ çеç комбайнсене уя илсе тухнă. Çавăн пекех республика пуçлăхĕ районта ĕç укçи пĕчĕк пулнă пирки асăрхаттарнă, вырăнти влаçсене çак ыйтăва татса пама хушнă. Президент сывлăх сыхлавне модернизацилес, медиксен, учительсен, культура ĕçченĕсен ĕç укçине ÿстерес темăсене хускатнă. «Республикăн социаллă программисене пурне те пурнăçламалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. 

Канашра Михаил Игнатьев хула больницинче пулнă. Учрежденире травматологи уйрăмне тĕпрен юсаççĕ. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавне модернизацилемелли Программăпа çак объект валли 224,95 млн тенкĕ уйăрнă. Тухтăрсем Программăна пурнăçлама пуçланăранпа ĕç условийĕсем лайăхланнине, шалу ÿснине палăртнă: паян вĕсем уйăхне 23 пин тенкĕ илеççĕ. «Лайăх тÿлеççĕ, технологисене çĕнетеççĕ, çавăнпа тата лайăхрах тăрăшас, çынсене пулăшас килет», - тенĕ Тамара Максимова тухтăр. Палăртса хăварар: сывлăх сыхлавне модернизацилемелли Программăпа килĕшÿллĕн хавхалантаракан укçа тÿлевĕсене Канаш хула больницинче 41 тухтăр тата 172 медсестра илеççĕ. 

Канашлура Стратеги - 2020 пурнăçлассине пăхса тухнă, муниципалитет аталанăвĕн малашлăхне палăртнă. Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕ Родион Мясников пĕлтернĕ тăрăх кăçал 675 млн тенкĕ инвестици явăçтарма май килнĕ. Хулара ĕçсĕрлĕх шайĕ çав-çавах пысăк. «Промтрактор - Вакун» АХОн ĕç тăвакан директорĕ каланă тăрăх вăл ертсе пыракан предприяти 300 çынна ĕçе вырнаçтарма хатĕр. (А.Львова)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
02 августа 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter