Паянхи планерка Чăваш Республикинче 2011-2012 çулсенче сывлăх сыхлавне модернизацилес ыйтăва тишкернинчен пуçланнă

Правительство çуртĕнчи паянхи планерка Чăваш Республикинче 2011-2012 çулсенче сывлăх сыхлавне модернизацилес ыйтăва тишкернинчен пуçланнă.Сывлăх сыхлавне модернизацилес ĕçĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри - медицина учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетни. «Палăртнă программа тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ пама, ача çуратаслăха ӳстерме пулăшать»,- тесе палăртнă Чăваш Республикин сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министрĕ Венера Муллина. Сывлăх сыхлавĕнче чылай ырă улшăну пулса иртнĕ. «2011 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче 2010 çулхи çак тапхăрти ĕç кăтартăвĕсемпе танлаштарсан: пĕчĕк ачасем вилессин шучĕ чакнă. Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Республикине тĕллевлĕ программăна пула 723,1 миллион тенкĕ килнĕ, вĕсенчен сывлăх сыхлавĕнчи техника базине ылмаштарма 620,1 миллион тенкĕ уйăрнă пулнă. «Çĕнĕрен вăй илсе пыракан тĕрлĕ йышши усал чир-чĕрсене сыватасси те лайăхланса пырать»,- пĕлтернĕ Венера Муллина министр. Чăваш Республикин Президенчĕ медицина учрежденийĕсенче чирлисене электронлă регистрацилесси мĕнлерех ĕçленипе кăсăкланнă. «Паян пирĕн тĕллев - хамăр палăртнă ĕçсене туллин те вăхăтра пурнăçласа пырасси. Республикăра пурăнакан мĕн пур çын сывлăх сыхлавĕнче пулса иртекен çĕнĕлĕхсене курса, туйса тăмалла»,- палăртнă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Иван Исаев республикăри экологи пурнăçне тивĕçлĕ шайра тытса пырасси çине тимлĕх уйăрнă. 2010-2015 çулсенче экологине упрас тĕлĕшпе программа лайăх пурнăçланса пырать. 2010 çулта Муркаш районĕнче çӳп-çапа пуçтармалли ятарлă вырăн туса хатĕрленĕ. Хальхи вăхăтра Етĕрне районĕнче тата Çĕнĕ Шупашкарта палăртнă ĕçе пурнăçлассипе вăй хурсах ĕçлеççĕ. Çав вăхăтрах Улатăр тата Çĕмĕрле районĕсенче ĕç вăраха кайнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - хула тăвас ĕç тата общество инфратытăмĕн министрĕ Александр Гончаров Çĕнĕ Шупашкарта «Парнас» тулли мар яваплă пĕрлешӳн строительсво енĕпе тăвакан ĕçсем çинче чарăнса тăнă. Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев ĕç-пуçа çирĕп тĕреслесе тăмаллине палăртса хăварнă. Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов хула уявĕ еплерех иртнипе паллаштарнă. Республикăра пурăнакансем валли пурĕ 100 яхăн тĕрлĕ уяв мероприятийĕ йĕркелесе ирттерни çинчен пĕлтернĕ. Уяв умĕн икĕ хăна çурчĕ, 107 хваттерлĕ пурăнмалли çуртсем хута кайнине палăртнă. Уяв кунĕнче хулара пур çĕрте те хаваслă юрă-ташă, спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ. Инкек пулнă тĕслĕхсем пулман. Чăваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министрĕ Анатолий Николаев Китайра тĕнче шайĕнче иртекен спорт ăмăртăвĕсем çинчен пĕлтернĕ. Универсиадăна Шупашкартан хутшăнакансенчен çиччĕшĕ Раççей пухмачне ултă наградăпа (пĕр ылтăн, виçĕ кĕмĕл, икĕ пăхăр медаль) пуянлатнă. Пысăк ăмăртусенче Чăваш Ен спортсменĕсем мала тухни, пирĕн республика шайне татах та çӳлĕрех çĕклет»,- тесе пĕтĕмлетнĕ планеркăна Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев.



22 августа 2011
18:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter