Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулин тĕп уявне хутшăннă

Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулин тĕп уявне хутшăннă. Хулан Хĕрлĕ лапамĕнче республикăри пултарулăх коллективĕсем тĕрлĕ юрă-ташăпа ытти композицисемпе савăнтарнă. Уявăн тĕп теми - «Шупашкар ĕмĕтленнисем пĕтĕмпех пурнăçланакан хула!».

"Паян Шупашкар хулин тĕп уявне паллă тăватпăр. Хула пурăнма чи лайăх вырăн. Çакăн пек илемлĕ те таса хула тума кашниех вăй хурса ĕçленĕшĕн пурне те чĕререн тав тăватăп", - палăртнă Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев. Республика ертӳçи хула çыннисемшĕн тепĕр пысăк парне пуласси çинчен, çуртсем йĕри-тавра тирпей-илем кĕртесси çине пысăк тимлĕх уйăрасси çинчен пĕлтернĕ. Кăçалхи çул пурĕ 241 çурт таврашĕнчи лаптăксенче хальхи шайри спорт хатĕрĕсем вырнаçтарма пăхса хăварнă. 2011 çулта Шупашкар хулине «Раççейри хуласенче çĕнĕ çулсем» программăпа килĕшӳллĕн пурĕ 400 миллион тенкĕ уйăрнă. Михаил Игнатьев Чăваш Енре экономика аван аталаннине тата çавăн пекех Шупашкара хăвăртрах аталанма май паракан пысăк калăпăшлă инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕнине уйрăммăн палăртса хăварнă. Çав вăхăтрах Чăваш Ен тĕп хули хăйĕн авалхи сăн-сăпатне, нацин хăй евĕрлĕхне палăртакан енсене упраса пурăнать. Кунта Шупашкарсен – ĕçчен, тараватлă тата тăван тăрăх шăпишĕн чунтан тăрăшакан çынсен – тӳпи питĕ пысăк. «Чăваш Ен тĕп хулин çуралнă кунĕ – республикăшăн паллă пулăм, тĕлĕнмелле илемлĕ те асра юлакан уяв; вăл пирĕн тăрăхра пурăнакан пур халăх çыннине пĕрлештерет. Республика тĕп хулине чечекленме, пĕр тăтăш аталанма, унăн çыннисене вара – мал ĕмĕтлĕх, çирĕп сывлăх тата ытлă-çитлĕ пурнăç сунатăп»,-тесе уява пухăннă çынсене чĕререн саламланă республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

«Шупашкар хули аталаннăçемĕн аталанса пырать. Пирĕн сирĕнпе ĕçлемеллисем малашлăхра татах та пур-ха. Эпир хамăр енчен май килнĕ таран пĕтĕмпех пурнăçласа пыма тăрăшăпăр»,- палăртнă хула çыннисене уяв ячĕпе саламланă май Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский.

«Раççейри чи ватă хуласенчен пĕри вăл– Шупашкар хули. Тĕп хула 542 çул тултарчĕ. Хула пĕр тан аталанса пырать. Экономика шайĕ вăйланса çирĕпленсех пырать. Республика ертӳçи лартнă тĕллевсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Ача сачĕсем хута каяççĕ. Урамсем, çурт таврашĕсем илемленеççĕ. Хулара пурăнакан çынсене пула тĕп хуламăр вăйланса хăватланса пырать», - палăртнă Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов. Варнава Митрополит вара хула кунран кун илемленсе, çĕкленсе, ăс-хакăл енчен пуянланса пынине палăртнă. Шупашкар хулине малалла та çакăн пек хитреленсе çирĕпленсе, хулара пурăнакансене пурне те Турă пулăшнипе ĕçре пысăк çитĕнӳсем туса пыма сĕннĕ. Уяв каçĕ Раççейри эстрада çăлтăрĕ Наташа Королева юррисемпе вĕçленнĕ.



22 августа 2011
09:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter