Михаил Игнатьев: "Педагог профессийĕ - хăйне евĕр пархатарлă ĕç"

Паян И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче педагогика активĕн конференцийĕ иртнĕ. Ĕçе Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Педагогсем, патшалăхăн влаç органĕсен, общество организацийĕсен представителĕсем пĕрле пухăнса федерацин «Вĕренӳ çинчен» саккунĕн проектне пăхса тухнă, патшалăхăн вĕренӳ сферинчи политикипе килĕшӳллĕн ӳсĕм тĕллевĕсене палăртнă.

 Республикăра педагогсем туллин те тухăçлă ĕçлеччĕр тесе 125 калаçу ирттермелли площадкăсем йĕркеленĕ. Унта пурĕ 11 пине яхăн çын хутшăннă. Вĕсем хушшинче тĕрлĕ шайри педагогика ĕçченĕсем. «Педагог профессийĕ-хăйне евĕр уйрăм ĕç. Шăпах эсир пулас ăрăва ура çине тăма пулăшатăр», - тесе хăварнă конференцие пухăннă ĕçтешсене саламланă май. Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче 2011 çул учительсемшĕн курăмлă çул пулнине палăртса хăварнă. Кăçал çулталăк хушшинче виçĕ хутчен учительсен ĕç укçин шайне ӳстерме май килни çинчен пĕлтернĕ. Пĕтĕмĕшле вара   ĕç укçин шайĕ 30% ӳснине палăртнă Михаил Игнатьев. Шкулта ачасене вĕри апат çитересси çине те тимлĕх уйăрнă.

 Чăваш Республикин вĕренӳпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов вара хăйĕн сăмахĕнче учительсен ĕç укçин шайĕ тăрăшса ĕçленинчен нумай килнине уйрăммăнах палăртса хăварнă. Конференцире пур ыйтăва та тĕплĕн пăхса тухма çук паллах, анчах вĕсен хушшинче паян кадр, ертӳлĕх, пурлăх-техника хăвачĕпе усă курса вĕренӳ пахалăхне малалла ӳстерсе пырас ыйтусене çивĕч тишкернĕ. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче тĕп вырăнта - пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн регион тытăмне тата професси вĕренĕвне çĕнетсе улăштарасси, шкулчченхи вĕренӳпе туллин тивĕçтересси тата пахалăхне лайăхлатасси тесе палăртнă Чăваш Республикин вĕренӳпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов.

Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев педагогсене Раççей тата Чăваш Ен наградисене парса чысланă. «Хăйсен ĕçĕн чăн профессионалĕсем, хăйсен тивĕçне пултаруллă пурнăçлакансем», - тенĕ М.Игнатьев чылай çул вĕрентӳре вăй хуракансем пирки. Тав сăмахĕнче: «Эпир, педагогика ĕçченĕсем, пире патшалăх çакăн пек пысăк тимлĕх уйăрнишĕн чăннипех те савăнатпăр, пирĕн малалла та ĕçлес вăй-хăват ӳссех пырать», - тесе палăртнă хăй шухăшне Çĕнĕ Шупашкарта 18-мĕш номерлĕ лицейра ĕçлекен Людмила Турковская. «Эсир -çамрăк ăрушăн тĕслĕх», - тенĕ Михаил Игнатьев. Пурне те награда илнĕ ятпа чĕререн саламланă. Президент грантне илме тивĕçлĕ пулнисене свидетельствăсем парса чысланă.



23 августа 2011
19:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter