Чăваш спортсменĕсен - ултă медаль

Китайра тĕнчен çуллахи XXVI универсиадинче Чăваш Ен çăмăл атлечĕсем тата икĕ медаль çĕнсе илнĕ. Универсиадăн çиччĕмĕш кунĕнче - çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче - чăрмавсем урлă 3 километр чупса Людмила Кузьмина /тренерĕ Михаил Кузнецов/ хисеп пьедесталĕн иккĕмĕш пусми çине çĕкленме тивĕçнĕ. Бинназ Услу турчанка финиша Людăран 11,27 çеккунт маларах çитнĕ. Кĕмĕл медалистка - Красноармейски районĕнчи Яманак ялĕнчен, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студентки.

Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Екатерина Горбунова /тренерĕсем - Валентин Давалов тата Михаил Кузнецов/ 1,5 километр чупнă, бронза медале тивĕçнĕ. Анна Мищенко украинка иккĕмĕш вырăн йышăннă. Асли Алптекин турчанка финиша пĕрремĕш çитнĕ. Бронза медалист - Вăрнар районĕнчи Çĕрпелтен, Шупашкарти олимп резервĕсен училищинче тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пĕлÿ илет.

- Манпа тупăшакансем финиш умĕн хăйсен ăсталăхне уйрăмах лайăх кăтартма пултарнине эпĕ пĕлнĕ. Çавăнпа хăю патне çитме 500 метр юлсан хăвăртлăха ÿстерме шухăшларăм. Тен, иртерех тытăнтăм пуль, çапах вĕсенчен иртме урăхла шанăç çукчĕ. Турцин ăста атлечĕ чупăва сăнасах тăчĕ, çаврăну вăхăтĕнче вăл мана сукмакăн виççĕмĕш йĕрĕ çине хĕссе кăларчĕ. Çапла финиша ăнăçлă çитесси пулмарĕ, - тенĕ Екатерина “Весь спорт” информаци агентствине.

Людмила Кузьминапа Екатерина Горбунова республикăри пĕрлештернĕ командăсен А.Игнатьев ячĕллĕ спорт хатĕрлев центрĕнче ăсталăх туптаççĕ. “Кăçал Людăпа Катя иккĕшĕ те тĕнче спорт мастерĕн виçине тултарчĕç. Универсиадăри лайăх кăтартусемпе вĕсем спортри хăйсен пĕлтерĕшне çирĕплетрĕç”, - хакларĕ атлетсене центр директорĕ Сергей Шелтуков.

Ĕнерхи кун тĕлне Раççей командин - 113 медаль. Çĕр-шыв студенчĕсем малти вырăнсен хисепĕпе - иккĕмĕш. Чăваш Ен спортсменĕсем ултă медаль: пĕр ылтăн /Канаш велочупуçи Ксения Кириллова/, виçĕ кĕмĕл /Вăрнарти Вячеслав Ластухин, Шупашкарти Марина Максимова, Красноармейскинчи Людмила Кузьмина/, икĕ бронза /Муркашри Нина Охотникова тата Вăрнарти Екатерина Горбунова/ - çĕнсе илнĕ.

Республика хаçачĕ  "Хыпар"



23 августа 2011
10:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter