Сывлăх, экологи, медальсем...

Михаил Игнатьев Президент ĕнер ирттернĕ планеркăра республикăн 2011-2012 çулсенче Сывлăх сыхлавне çĕнетмелли программине мĕнле пурнăçланине тишкернĕ. Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Венера Муллина çак программа кашни гражданина паха медицина пулăшăвĕпе усă курмалли пĕрешкел условисемпе тивĕçтерессине, демографи лару-тăрăвне лайăхлатассине тĕпе хунине палăртнă.

Министр республикăри сиплев учрежденийĕсене анлă сарăлнă чир-чĕр тĕлĕшпе федерацин медпулăшу йĕркисемпе стандарчĕсене ĕçе кĕртес енĕпе тăрăшни çинчен пĕлтернĕ. М.Игнатьев электрон регистратурин ĕçĕпе кăсăкланнă, сывлăх сыхлавне çĕнетмелли программа тĕлĕшпе халăх хушшинче ăнлантару ĕçне анлăрах пурнăçламалли çинчен каланă: «Пирĕн тĕллев - планланă мероприятисене пурнăçласси. Республикăра пурăнакансем сывлăх сыхлавĕнчи ырă улшăнусене туйччăр...»

Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Иван Исаев республикăра экологи хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе мĕнле ĕçлени пирки каласа панă. Ку енĕпе правăпа, йĕркелÿпе çыхăннă мерăсем йышăннă, инженерипе техника, санитарипе гигиена, медицинăпа профилактика, воспитанипе вĕрентÿ ĕçне пурнăçланă.

Производствăри, ытти каяш тĕлĕшпе пĕр тăхтамасăр мерăсем йышăнмалла. Йăлари хытă каяшсене пытармалли полигонсем, çÿп-çап тăкмалли вырăнсем санитарипе эпидемиологи, экологи нормативĕсене тивĕçтермеççĕ, çавăнпа, министр ăнлантарнă тăрăх, муниципалитетсен каяш полигонĕсене тата çÿп-çапа йышăнакан, тиесе ăсатакан станцисене вырнаçтармалли схемăна палăртнă. Муркаш районĕнче йăлари хытă каяшсене йышăнакан полигон 2010 çултанпа ĕçлет ĕнтĕ. Етĕрне районĕнче тата Çĕнĕ Шупашкарта полигонсем тăваççĕ. Патăрьел, Куславкка, Елчĕк, Шăмăршă районĕсен проекчĕсем - патшалăх экспертизинче. Улатăрпа Çĕмĕрле районĕсенче вара ĕç тăсăлса пырать.

«Экологи хăрушсăрлăхĕ - патшалăх политикин пысăк пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрĕ. Бюджет укçипе тухăçлă усă курас тĕллевпе саккун требованийĕсене пурнăçлассине çирĕп тĕрĕслесе тăмалла, çут çанталăка сыхлакан прокуратурăпа тачă çыхăну тытмалла», - тенĕ М.Игнатьев.

Çĕнĕ Шупашкар хулине «Хĕвел айлăмĕ» аталану проектне пурнăçланă май инвестици проекчĕсене çул парас тĕллевпе республика бюджетĕнчен инженерипе коммуналлă инфратытăм валли субсиди уйăрмалли килĕшÿ мĕнле пурнăçланни çинчен вице-премьер - строительство министрĕ Александр Гончаров каласа панă. Субсиди виçи - 204,5 млн тенкĕ. Килĕшĕве тĕпе хурса çак укçана туллин уйăрса панă ĕнтĕ. Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕ тăратнă документсенчен проекта пурнăçланă май 16 млн ытла тенкĕлĕх ĕç туни курăнать. Анчах подрядчик, «Парнас» ООО, пурнăçлакан ĕçсен хăвăртлăхĕ иккĕлентерет. Проекта пурнăçламалли вăхăта 2010-2011 çулсем тесе палăртнă-çке. «Кунашкал лару-тăрупа çураçма юрамасть. Эпир право уйĕнче ĕçлетпĕр. Обязательствăсене пурнăçламаççĕ тĕк санкцисемпе усă курмалла. Хушатăп: икĕ эрнере ĕç-пуçа тишкермелле, республикăн Министрсен Кабинетне пĕлтермелле», - тенĕ Чăваш Ен пуçлăхĕ.

Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов Хула кунне мĕнле уявланине пĕтĕмлетнĕ. М.Игнатьев хула администрацийĕ, депутатсен корпусĕ алла-аллăн тăрăшнине палăртнă, ĕçшĕн тав тунă.

Физкультурăпа спорт министрĕ Анатолий Николаев Чăваш Ен спортсменĕсен Китайра иртекен Пĕтĕм тĕнчери çуллахи универсиадăри çитĕнĕвĕсем çинчен пĕлтернĕ. Çичĕ ентешĕмĕртен улттăшĕ çĕр-шывăмăра ултă награда парнеленĕ: пĕр ылтăн, виçĕ кĕмĕл тата икĕ бронза медальсем. «Чăваш спортсменĕсен çĕнтерĕвĕсем пирĕн республика ят-сумне çĕклеççĕ», - тенĕ Президент. (К. Семенов)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
23 августа 2011
10:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter