Савăнчĕç, киленчĕç...

«Тăван республикăмăрăн тĕп хули хăйĕн çуралнă кунне питĕ шеп паллă турĕ» - çакăн пек хаклава ăна йĕркелекенсенчен те, аякран делегаци йышĕнче килнисенчен те, шурă Шупашкарта пурăнакансенчен те илтме тÿр килчĕ. Юратнă хуламăрăн халăх кăмăллакан кунĕн сумĕ çулсерен ÿссе пырать, çавăнпа та ăна ирттерме çирĕплетнĕ йĕркелÿ комитечĕн пуçарулăхĕпе хастарлăхне палăртса хăвармаллах.

Пилĕк куна пынă уяв никама та савăнăç кÿмесĕр, тăван хуламăршăн мăнаçлăх туйăмĕ вăратмасăр хăвармарĕ: кашни кунах - вун-вун тĕрлĕ мероприяти, ĕçлĕ тĕл пулу, пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсене хута яни, хăна çурчĕсене йышăнни, хулан хисеплĕ гражданинĕсене, ĕç династийĕсене чыслани, ача-пăча площадкисене уçни... Пурне те асăнса та пĕтереймĕн! Кашни ырă пулăм киленĕç туйăмĕ кÿрекен юрă-ташăпа ылмашăнса пыни Хула кунне уйрăмах уяв сĕмĕпе пуянлатрĕ.

Ахальтен мар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов ĕнерхи планеркăна Шупашкар хула кунне халалланă мероприятисене хатĕрлеме тата ирттерме тăрăшнă яваплă çынсемпе службăсене каланă тав сăмахĕсенчен пуçланă: «Пур тытăм та, çынсенчен кашниех йĕркеллĕ тата килĕшÿллĕ ĕçлерĕ...» «Пирĕн малашне те хăвăртлăха чакармасăр мĕн палăртнине пурнăçласа пымалла», - пĕтĕмлетнĕ хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков.

Кăçал вара уявра чăннипех çĕнни, курмалли, хак памалли питĕ нумай пулчĕ. Шăмат тата вырсарни кунсенче пĕтĕм халăх уява тапса тухнăн туйăнчĕ: канчĕ, савăнчĕ. Çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче, акă, экстремаллă спортпа кăсăкланакансем «Йăлăмри ылтăн хăйăр» ралли-кроса пăхса киленчĕç, Чантăрсем /Шупашкар хула территорине кĕрет/ ял кунне ирттерчĕç, «Шупашкар: 500 çул» кану паркĕнче моторлă пăчкăпа кÿлепе ăсталакансем тупăшрĕç, çавăнтах республикăри казаксен общинипе А.Тихонов ячĕллĕ клуб юлан утçисем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç, Хусанти «Рубин» футбол командин ветеранĕсемпе Шупашкарти футбол ветеранĕсем юлташла вăйăра вăй виçрĕç.

Ветеран-футболистсен юлташла тĕл пулăвĕ çинчен кĕскен. Хусанти «Рубин» футбол клубĕн тата Шупашкар хула футбол командин ветеранĕсен матчĕ пуçланас умĕн «Олимпийский» стадиона пухăннисене Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Хула кунĕн уявĕпе ăшшăн саламларĕ. Республикăра халăха спортăн массăллă енĕсене хутшăнтарасси тĕллевлĕн пурнăçланнине палăртрĕ. Юлашки çулсенче кăна пур район центрĕнче те паянхи ыйтусене туллин тивĕçтерекен физкультурăпа спорт комплексĕсем хута янă. Тĕп хулара хальтерех Пăр керменĕн никĕсне хывнă.

«Спорт халăха пĕтĕçтерет, - тенĕ Президент. - Çак матча килнисене тав тăватăп. Хамăр футболистсемпе хăнасемшĕн «чирлĕпĕр». Хулара пурăнакансемпе унăн хăнисене спорт уявĕпе çавăн пекех РФ Патшалăх Думин ют çĕр-шыв ĕçĕсен комитечĕн председателĕпе Константин Косачевпа Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламланă.

Хăнасен командин йышĕнче футбол уйне Марат Хайруллин, Рубин Вавилов, Ильдар Рахматуллин, Айрат Гайнуллин ăста футболистсем тухнă. Çапах та пĕрремĕш мечĕке хăнасен хапхине пирĕн Александр Семенов тапса кĕртнĕ. Иккĕмĕш таймра кăна «Рубин» ветеранĕ Рамиль Харисов вăйă шутне танлаштарма пултарнă.

Тепĕр кунне уяв малалла тăсăлчĕ: Студентсен скверĕнче универсаллă спорт площадки уçăлчĕ, анлă Атăл çинче парăс регати пулчĕ, ачасен вокал конкурсне пĕтĕмлетсе çĕнтерÿçĕсене чысларĕç, сывлăш-çар вăйĕсен кунĕн уявне хутшăнчĕç. «Эпир пĕрлешетпĕр!» туй парачĕ, «Ĕмĕтсем пурнăçлакан хулара» представлени мĕне тăчĕ тата! «Лейся, песня» ВИА, Евгений Росс, Дима Билан, Наташа Королева концерчĕсем, Р.Нигматуллин ди-джейăн шоу-программи никама та савăнăç кÿмесĕр хăвармарĕ. Уяв вĕçленнине пĕлтерсе Шупашкар хулин тÿпине фейерверк çутатрĕ. (Ю. Степаов)

 





Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
23 августа 2011
10:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter