Чăваш Ен Правительстви «2012-2020 çулсенче халăха ĕçпе тивĕçтересси» программăна çирĕплетнĕ

Паян Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев ЧР Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвне ирттернĕ. Правительство членĕсем «Чăваш Республикин 2011 çулхи тата планпа пăхнă 2012 тата 2013 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен», «Чăваш Республикинче социаллă тĕллевлĕ коммерцисĕр организацисене пулăшу парасси çинчен», «Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтересси çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен», «Чăваш Республикинче инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем квотăласси çинчен» саккунĕсен проекчĕсене, «2012-2020 çулсенче халăха ĕçпе тивĕçтересси» тата Чăваш Республикинче электроэнергине 2012-2016 çулсенче малашлăхлăн аталантармалли Чăваш Республикин патшалăх программисене пăхса тухнă.

Ларура çавăн пекех Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен субсидисем уйăрса памалли йĕркесене çирĕплетессипе çыхăннă ыйтусене те тишкернĕ. Асăннă субсидисене вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма пулăшакан тĕрлĕ мерăсем валли, хула округĕсен тата муниципаллă районсен бюджечĕсене пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тытăма çĕнетме, Элĕк тата Муркаш районĕсенчи бизнес-инкубаторсене аталантарма ятарă хатĕрсем илме, «Чăваш Республикин Гаранти фончĕн» коммерцисĕр автономлă организацине пулăшма тата ытти ĕçсем валли уйăрса парĕç. Ĕçлĕ ларура Министрсен Кабинечĕн членĕсем Чăваш Республикинче бюджет учрежденийĕсем тăвас ыйтăва та тĕплĕн пăхса тухнă. Республикăри районсемпе хуласем, ял тăрăхĕсем хушшинче экономика ăмăртăвĕсем йĕркелеме те республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă.



24 августа 2011
15:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter