Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревпе Вăрмар районĕнче пулнă

Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревпе Вăрмар районĕнче пулнă. Чи малтан çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрленес ĕç мĕнлерех пынипе паллашас тĕллевпе Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкула çитсе курнă. Шкула кăçал пурĕ 240 ача килĕ. Районта çак шкул чи лайăххисен шутĕнче. Кунта вĕренме пур услови те çителĕклĕ. Шыв кĕртнĕ, хутса ăшăтакан тата канализаци тытăмĕсем тахçанах аван ĕçлеççĕ. Вĕренекенсене икĕ шкул автобусĕ 18 ялтан турттарать. Ачасене пурне те шкулта вĕри апат çитереççĕ. Шкулăн хушма хуçалăх та пур. Унта туса илнĕ пахча-çимĕçпе хăйсен столовăйĕнче усă кураççĕ. Вĕренӳ учрежденийĕн ертӳçи Галина Архипова шкул пурнăçĕпе хăнасене тĕплĕн паллаштарнă. Ачасен олимпиадăсенчи, спортри çитĕнĕвĕсем çинче уйрăммăн чарăнса тăнă. Шкулта 18 вĕренӳ пÿлĕмĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕринче Чăваш Ен Президенчĕ пулса курнă. Михаил Игнатьев компьютер класĕпе паллашнă. Ачасем Интернетпа еплерех усă курнипе кăсăкланнă. Çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрленсе шкулти вулавăша кĕнекесемпе хушма литературăпа пуянлатнă. Шкул ĕçĕпе тĕплĕн паллашнă хыççăн Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Хăнасен кĕнекине, «Çак шкулта ачасене вĕрентме пур услови те туса панă. Ачасене шкулта тарăн пĕлӳ илме, 21-мĕш ĕмĕрти маттур та хастар, çĕр-шывшăн тивĕçлĕ çынсем пулма сунатăп», - тесе çырса хăварнă.

Вăрмарта вара Президент механика завочĕн ĕçĕ-хĕлпе паллашнă. Темиçе çул каялла завод арканса каясси патнех çитнĕ пулнă. 2007 çулта район администрацийĕ çĕнĕ инвесторсем тупнă. Предприяти ертӳçи Олег Венедиктов завода çĕнĕ вăй кÿме май килни çинчен пĕлтернĕ. Халĕ кунта газ кĕртнĕ, çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Паян предприятийĕн ĕçĕпе пурте кăмăллă тесен те йăнăш мар. Кунта пурĕ 23 çын тăрăшать. Михаил Игнатьев хастар та мал ĕмĕтлĕ çынсене ĕçре ăнăçусем, малалла та çакăн пек тухăçлă ĕçлеме вăй-хал суннă.

Республика ертӳçи «ОВАС» кĕпе тум-тир çĕлекен фабрикăра та пулса курнă. Компанийĕн учредителĕ Олег Смирнов фабрикăра таварсене сертификатпа туса кăларни, 106 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтерни çинчен пĕлтернĕ. Паян фабрикăра ĕçлекенсем 15 пине яхăн ĕç укçи илеççĕ. Çулталăк вĕçленнĕ çĕре ĕçлекен çынсен шучĕ 400 танлашассине, ĕç укçи татах та ӳсме пултарассине палăртнă.

Районти тĕп пульницăра Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев врачсемпе, унта пынă çынсемпе тĕл пулса калаçнă. Çынсем медицина ĕçченĕсен пулăшăвĕсемпе кăмăллă пулни çинчен пĕлтернĕ.

Республика ертӳçи районти ял тăрăхĕсен, предприяти-организаци пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Константин Никитин район экономикипе социаллă пурнăçĕн кăçалхи пĕрремĕш çур çулти аталанăвĕпе паллаштарнă. Вăрмарсен ĕç кăтартăвĕсем аванĕ Чăваш Ен Президенчĕ вĕсем ӳсĕм çулĕпе пынине палăртнă. Канашлăва çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Генрих Васильев, Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Любовь Петрова, РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Çĕр-шывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ Константин Косачев, Раççей Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Андрей Можанов, Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш регион филиалĕн директорĕ Ирина Письменская, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Разумов тата ыттисем те хутшăннă.

Канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Вăрмар районĕнче вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассипе лайăх ĕçленине, çынсем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесе çитернине уйрăммăн палăртса хăварнă. Экономика районта çирĕп аталанса пырать. Республика пуçлăхĕ ăна малалла та çавăн пекех лайăх тытса пыма сĕннĕ. Сăмах май, Михаил Васильевич бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен ĕç укçин шайĕ 13% таран ӳсни çинчен асăннă. Бюджетра çакăн валли пурĕ 674 милион тенкĕ пăхса хăварнă. «Пирĕн паян сирĕнпе пĕрле республикăри çынсен пурнăç условийĕсен шайне ӳстерес тĕллевпе вăй хумалла. Асăннă тĕллеве эпир пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесен çеç пурнăçлама пултарăпăр», - палăртнă Михаил Игнатьев.

 



24 августа 2011
11:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter