Палăртнине пурнăçламаллах

 

 

      Правительство планеркинче республикăн 2011-2012 çулсенче сывлăх сыхлавне çĕнетмелли программи мĕнле пурнăçланнине тишкернĕ. Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Венера Муллина республикăри сиплев учрежденийĕсенче анлă сарăлнă чир-чĕр тĕлĕшпе медицина пулăшăвĕн йĕркисемпе стандарчĕсене ĕçе кĕртесси, сывлăх сыхлавне çĕнетмелли программа тĕлĕшпе халăх хушшинче ăнлантару ĕçне тума пуçласси çинчен пĕлтернĕ.

      Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Иван Исаев республикăра экологи хăрушсăрлăхне тивĕçтересси – инженерипе техника, санитарипе гигиена, медицинăпа профилактика, воспитанипе вĕрентÿ ĕçĕ – еплерех пулса пынипе паллаштарнă. Хуçалăхри каяшсене пытармалли полигонсем, çÿп-çап тăкмалли вырăнсем санитарипе эпидемиологи тата экологи нормативĕсене тивĕçтермеççĕ, çавăнпа муниципалитетсен каяш полигонĕсене тата çÿп-çапа йышăнакан, тиесе ăсатакан станцисене вырнаçтармалла. Муркаш районĕнче çакăн пек полигон 2010 çултанпа ĕçлет. Етĕрне районĕ-нче тата Çĕнĕ Шупашкарта полигонсем тăваççĕ ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра Патăрьел, Куславкка, Елчĕк, Шăмăршă районĕсен проекчĕсем патшалăх экспертизинче. Улатăрпа Çĕмĕрле районĕсенче вара ĕç кая юлса пырать.

      Вице-премьер – строительство министрĕ Александр Гончаров Çĕнĕ Шупашкарта «Хĕвел айлăмĕ» аталану проектне пурнăçа кĕртнĕ май инвестици проекчĕсене çул парас тĕллевпе республика бюджетĕнчен инженерипе коммуналлă инфратытăм валли субсиди уйăрмалли килĕшÿ мĕнле пурнăçланни çинчен каласа панă. Субсиди виçи – 204,5 млн тенкĕ. Çак укçана туллин уйăрса панă ĕнтĕ. Хальлĕхе 16 млн ытла тенкĕлĕх ĕç туни курăнать. Анчах «Парнас» пĕрлешĕвĕн «вăл подрядчик» ĕç хăвăртлăхĕ иккĕ-лентерет. Проекта пурнăçламалли вăхăта 2010-2011 çулсем тесе палăртнă вĕт-ха.

      Физкультурăпа спорт министрĕ Анатолий Николаев чăваш спортсменĕсен Пĕтĕм тĕнчери çуллахи универсиадăри çитĕ-нĕвĕсем çинчен пĕлтернĕ. Çичĕ ентешĕмĕртен улттăшĕ пĕр ылтăн, виçĕ кĕмĕл тата икĕ бронза медаль çĕнсе илнĕ.



Республикăра тухса тăракан "Хресчен сасси" хаçат
24 августа 2011
16:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter