Ырă тĕслĕх - юнашарах

Ĕнер Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Вăрмар районĕнче пулчĕ. Малтанах Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне еплерех хатĕрленнипе паллашрĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен кунта 248 ача пĕлÿ илме пуçлать. 1-мĕш класра 8-ăн çеç. Республика пуçлăхĕ муниципалитет ертÿçисенчен демографие лайăхлатассишĕн çине тăрса ĕçлеме ыйтрĕ. Шкул ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Галина Архипова директор каласа пачĕ. Ачасене 18 ялтан икĕ автобуспа тата «ГАЗельпе» турттараççĕ. Шкулăн икĕ хутлă çĕнĕ çуртне 2008 çулта хута янă. Чăваш Ен ертÿçи вĕренÿ кабинечĕсене кĕрсе курчĕ. Пур çĕрте те таса, хăтлă. Кадетсен икĕ класне йĕркеленĕ. Акт залĕнче час-часах тĕрлĕ пуху-канашлу, концерт-спектакль иртет. Ачасем хăйсен пултарулăхне физкультура урокĕсенче, ăмăртусенче тĕрĕслеççĕ. Шкулăн хăтлă спорт залĕ те пур. Волейболла е футболла вылянă хыççăн юнашар пÿлĕмре çăвăнса тасалаççĕ. Пысăк Енккассисем районта ирттерекен олимпиадăсенче яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Галина Ивановна каланă тăрăх - вĕсемпе Вăрмарти 1-мĕш шкул ачисем çеç танлашаççĕ.

Михаил Игнатьев педколлектив ĕçне пысăка хурса хакларĕ. Вăрмарти механика заводне çитрĕ, вăл туса кăларакан продукципе кăсăкланчĕ. Темиçе çул каялла кăна кунта ĕç шавĕ пулман. Хальхи вăхăтра хула-ял çыннине куллен кирлĕ тавар хатĕрлеççĕ. Президент «ОВАС» обществăн Вăрмарти филиалĕн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Çĕвĕ фабрикинче 125 çын вăй хурать. Кашни уйăхра вăтамран 15-шер пин тенкĕ ĕçлесе илеççĕ. Продукци Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче саланать. Ăна хапăл тусах йышăнаççĕ. Кăçал производство нумай ÿснĕ. Пĕрлĕх ертÿçисем пĕлтернĕ тăрăх - ăна çывăх вăхăтра татах сарма тĕллев тытнă. Çĕвĕçре тăрăшма 400 çынна яхăн илесшĕн. Республика пуçлăхĕ предприяти дирекцине ырă сăмахсемпе хавхалантарчĕ. Хăй Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ чухне «ОВАС» Кÿкеçре производство йĕркелемешкĕн вырăнти влаçран çурт уйăрма ыйтнине, общество ертÿçисене пулăшнине аса илчĕ. Предприяти хăйĕн филиалне Пăрачкавра, Кÿкеçре, Вăрмарта уçнă. Шупашкарта тухăçлă аталанать. Пĕтĕмпе унта 1200 çын тăрăшать.

Михаил Игнатьев районăн тĕп больницин ĕç-хĕлĕпе те паллашрĕ.

Республика ертÿçи районти ял тăрăхĕсен, предприяти-организаци пуçлăхĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Константин Никитин район экономикипе социаллă пурнăçĕ кăçалхи пĕрремĕш çур çулта мĕнлерех аталаннипе паллаштарчĕ. Вăрмарсен ĕç кăтартăвĕсем начар мар. Чăваш Ен пуçлăхĕ вĕсем ÿсĕм çулĕпе пынине палăртрĕ. Анчах ял хуçалăх предприятийĕсем «Роснефть» обществăн Чĕмпĕрти филиалĕнчен çунтармалли-сĕрмелли япаласем сахал турттарнине пĕлсен кăмăлсăрланчĕ. Унтан дизтопливо чылай йÿнĕрех туянма май пур.

Района кăçал 800 миллион тенкĕ ытла инвестици хывма палăртнă. Ырă тĕллев. Анчах республика ертÿçи çак цифрăна тĕрĕслес тĕллевпе администрацин финанс пайне ыйту пачĕ. Унăн ертÿçи кăçал производствăна 57 миллион тенкĕлĕх инвестици хывма çирĕп тĕллев пуррине пĕлтерчĕ. Çапах та докладра каланинчен сахалрах пулни палăрчĕ.

Иртнĕ çур çулта районта пурăнакансене йăлара тĕрлĕ пулăшу сахалрах панă. Президент çакăн сăлтавне те ыйтса пĕлчĕ. Вăрмарти кайăк-кĕшĕк фабрики 7 миллион тенкĕлĕх продукци парса çитереймен-мĕн. Предприяти иккĕмĕш çур çулта производствăна ÿстерме тĕллев лартнă.

ЧР экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Любовь Петрова пĕлтернĕ тăрăх - Вăрмарти темиçе суту-илÿ лавккинче сахăр песукĕ, çăмарта, ытти тавар республикăн вăтам кăтартăвĕнчен хаклăраххине палăртнă. Сăмахран, пĕр лавккара сахăр песукĕн кашни килограмне 40 тенкĕлле сутаççĕ. Шупашкарта ăна халĕ 29-32 тенкĕлле туянаççĕ. Михаил Игнатьев вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчен куллен кирлĕ апат-çимĕç хакне сăнаса тăма, ытлашши хаклатса янă тĕслĕхсене сÿтсе явма ыйтрĕ. Ăна районти вăтам ĕç укçи те кăсăклантарчĕ. Уйăхра - 8835-шер тенкĕ. Республикăн вăтам кăтартăвĕнчен чылай пĕчĕкрех.

- Çынсене шалу сахал тÿлесен ĕç вырăнĕнче тытса тăраймăр, - терĕ вăл. - Урăх çĕре, ĕç укçи ытларах тÿлекен предприяти-организацие, пăрахса кайĕç. Паян эпир шăпах çавнашкал обществăра пултăмăр. Шалу ытларах парасси çинчен шухăшламалла.

Президент канашлăва пĕтĕмлетсе районти ĕçсĕррисен йышне пĕчĕклетес, социаллă программăсене пурнăçлас, пурăнмалли çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленес, ял хуçалăх культурисене пухса кĕртес, çĕнĕ вĕренÿ çулне кĕтсе илес тĕлĕшпе тухса тăракан ыйтусене вăхăтра татса памаллине аса илтерчĕ.

Президент канашлăва пĕтĕмлетсе районти ĕçсĕррисен йышне пĕчĕклетес, социаллă программăсене пурнăçлас, пурăнмалли çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленес, ял хуçалăх культурисене пухса кĕртес, çĕнĕ вĕренÿ çулне кĕтсе илес тĕлĕшпе тухса тăракан ыйтусене вăхăтра татса памаллине аса илтерчĕ. (Ю.Михайлов)

Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
24 августа 2011
16:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter