Ăнăçу çăл куçĕ – ĕçе пĕлсе тунинче

Тĕрĕссипе, президент журналистсемпе кашни эрнере тенĕ пекех тĕл пулать. Республика тăрăх ĕçлĕ çÿреве тухать-и е пĕр-пĕр çĕнĕ объект уçать, е, пачах урăхла, уява хутшăнса халăхпа пĕрле савăнать – хаçат-журналпа радио-телевидени хыпара вулакан-куракан-итлекен патне тÿрех çитерме тăрăшать. Çакна ертÿçĕ хăйĕн ĕçĕпе курнăçланассишĕн мар, республика çитĕнĕвĕсемпе çитменлĕхĕсене халăх пĕлсе тăтăр тесе тăвать. Уйрăмах çитменлĕхсене куççăн, пытармасăр кăтартма ыйтать. Çавăнпа журналистсене вăл хăйĕн чăн-чăн пулăшуçисен вырăнне хурать те.

      Пĕлтĕрхи пĕрремĕш курнăçура çĕкленĕ ыйтусенчен чылайăшĕ пурнăçланма та ĕлкĕрни савăнтарать. Акă пирĕн хаçат нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ уйăрса парасси çинчен ыйтнăччĕ, – паянхи куна çакăн пек 850 çемьене шута илнĕ, 131-ĕшне сертификат панă. Ĕçтешсем хăçан та пулин чăваш наци телевиденийĕ уçăлĕ-ши тесе кăсăкланни те ахалех пулмарĕ – вăл хута каяссине кĕтмелли тепĕр уйăх майлă çеç юлчĕ.

      Экономикăра та çитĕнÿсем çук мар: пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан промышленность – 116, строительство – 113, çурт-йĕр тăвасси 103 процент ытларах ÿснĕ. Ĕçсĕрлĕх шайĕ вара чакнă – ку та лайăх пулăм. Республикăн патшалăх умĕнчи парăмне пĕчĕклетме май тупнă, кăçал çав шутран 4 млрд тенкĕ ытла тÿлеме палăртнă.

      Социаллă пурнăçа «хĕртсе» ярас мар тесе бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен шалăвне пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн те пулин хушса пыма пултарни республика ертÿçисем пуçа ыраттаракан чи пысăк ыйтусене татса пама вăй-хăват çитернине кăтартать. Вĕрентекенсен ĕç укçи çулталăк вĕçлениччен 3 пин тенке яхăн хушăнса вăтамран 13,9 пин тенкĕпе танлашмалла, медицина ĕçченĕсен шалăвĕ 31 процент ÿсмелле. Сăмах май, иртнĕ çул республика сывлăх сыхлавĕ тĕлĕшпе тунă çитĕнÿ те курăмлă: çĕнĕ йышши техникăпа больницăсен пурлăх никĕсне чылай çирĕплетнĕ. Ĕç укçи тенĕрен, кăçал ача сачĕсен воспитателĕсене те 1,5 пин тенкĕ хушса тÿлеме вăй çитернĕ. Садиксем çителĕксĕр пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар – ку ыйту çÿллĕ сăрт пекех, çапах çитес виçĕ çул тăршшĕнче çак нушана та «çĕнтерме» шантарчĕ президент. Çывăх вăхăтра тата ултă ача сачĕ хута кайĕ. Хальлĕ-хе вырăнсăр юлнă ачасемшĕн республика пуçлăхĕн пуçарăвĕпе ашшĕ-амăшне укçа тÿлеççĕ. Паллах, социаллă ыйтусене кĕске хушăрах татса параймăн – вĕсем кулленех çуралаççĕ. Анчах тăрăшни те курăнать. Акă, сăмахран, республикăра тăлăх-турата хваттерпе тивĕçтермелли программа аван пурнăçланать – кăçал пурне те пурăнмалли кĕтеслĕ тума ятарлă укçа-тенкĕ уйăрнă.

      Пĕлтĕртенпе тунă пысăк ĕçсен шутне Общество палатине йĕркеленине те кĕртмелле. Ăна влаçпа халăх хушшинчи вырăнĕ-вырăнĕ-пе çав-çавах тарăн çырма урлă хывнă кĕперпе танлаштармалла-тăр. Обществăна пурте пĕр шухăшлă пулса сыватма тăрăшсан çеç тĕрлĕ «чир-чĕртен» – коррупцирен, чиновниксен суккăрлăхĕнчен, пĕр-пĕрне улталаса пуйма тăрăшнинчен тата ыттинчен те – хăтăлăпăр.

      Пирĕн хаçатшăн тĕп ыйту – ял хуçалăхĕнчи лару-тăру. Кăçал хресченшĕн ырă ĕç сахал мар тунă: пĕлтĕрхи шăрăха пула шар курнисен тăкакĕсене саплаштарнă, вăл шутра ĕне выльăх усрама вăй çитернисене укçа-тенкĕпе пулăшнă. Утмăл пине яхăн ял çыннине ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерес тĕлĕшпе те пысăк утăм тунă – часах республикăн кăнтăр районĕсенче пурăнакансем ун уссине курма тытăнĕç. Ял тăрăхĕсене çĕнетесси пĕчĕккĕн пурнăçа кĕрсе пырать, хальхи вăхăтра чылайăшĕ хуларинчен кая мар – тен, хăш-пĕр енĕпе чаплăрах та – çурт-йĕр çавăрать.

      Çитменлĕхсем те çук мар терĕмĕр. Эпир вĕсем çинчен малашне те калаçăпăр-ха. Хальлĕхе Чăваш Ен ертÿçине пĕрремĕш çулталăкри ăнăçусемшĕн тав сăмахĕ калар та малашне тата пысăкрах ÿсĕмсем тума ырă сунар. Пресс-конференцире ĕçтешсенчен пĕри президентăн ăнăçу çăл куçĕ ăçтан тапса тăнипе кăсăкланчĕ. Хуравĕ кĕске пулчĕ: ĕçе пĕлсе тунинче.

Т. ИЛЬИНА

 



Республикăра тухса тăракан "Хресчен сасси" хаçат
24 августа 2011
16:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter