Бюджет татах пысăкланать

Министрсен Кабинечĕн Михаил Игнатьев Президент ертсе пынипе ĕнер иртнĕ ларăвĕн кун йĕрки анлă пулчĕ - ыйтусем виçĕ теçеткене яхăнах. Çапах тĕпре республика бюджетне черетлĕ хут улшăнусем кĕртесси пулчĕ темелле-тĕр. Çапла, бюджет каллех пысăкланать.

Чăн та, çак ÿсĕм хамăр тăрăшулăхпа, урăхла каласан, хамăр налук тупăшĕсене ÿстернипе, сăлтавланман, хушма укçа федераци бюджетĕнчен килет. Вице-премьер - финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков пĕлтернĕ тăрăх - ÿсĕм 646 млн яхăн тенкĕпе танлашĕ. Сăмах май, 2 уйăх каялла кăна бюджета 627 млн тенкĕлĕх пысăклатнăччĕ /ун чух шăпах хамăр ĕçлесе илнĕ укçа пирки сăмах пынăччĕ/.

Хальхи ÿсĕм шучĕпе килекен 236 млн тенкĕ пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшма кайĕ. Çав шутра - республикăн Гаранти фондне тĕревлеме, Элĕкпе Муркашра бизнес-инкубаторсем тума. 114 млн - çамрăк çемьесене çурт-йĕр туянмашкăн пулăшма. Кунта республика хăй те тăкакланать те - самай пысăк укçа пухăнать, çавна май вăтамран 650 çамрăк çемье пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасса шанаççĕ. Хĕрлĕ Чутайпа Тăвайри физкультурăпа сывлăх комплексĕсене оборудованипе тивĕçтерме, автоçулсем тума та хушма укçа пулать.

Палăртса хăварни вырăнлă: Мускав укçа панă май услови те палăртать - республикăн хăйĕн те тăкакланмалла. Чăваш Ен вара хăйĕн тупăшĕсене ÿстереймест, çавна май Михаил Ноздряков хайхи тăкаксене перекетсен шучĕпе çеç саплаштарма май пуррине палăртрĕ. Çулне тупнă: патшалăх парăмĕсене татассине хăвăртлатнă май /çулталăк пуçланнăранпа çав парăма 2 млрд ытла тенкĕлĕх чакарнă/ кивçеншĕн тÿлемелли процент укçи чакать те - акă перекет, шăпах çав укçа вырăнлă пулать. Вице-премьер тăкаксен шутĕнче Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра çĕнĕ 160 вырăнлăх ача сачĕ тума йышăннине пĕлтерчĕ, Çĕрпÿре те çĕнĕ садик пулать - 140 вырăнлăх. Иккĕшĕн валли те 20-шер млн тенкĕ пăхса хăварнă. Пĕрисемшĕн - савăнăç, теприсемшĕн... Çав хушма укçа Çĕнĕ Шупашкарсемпе Кÿкеçсем усă курса пĕтерейменни иккен. Вĕсене «кирлĕ мар», эппин, ыттисене кирлĕрех.

Укçа никама та пăсмасть. Ĕçлев служби авă шалу валли хушăм ыйтнă. Вице-премьер ыйтăва тивĕçтерейменни пирки каларĕ. Ку хутĕнче ыйтусене перекет шучĕпе çеç татса панине кура Президент та ун майлах пулчĕ: «Эппин, хамăрăн лайăхрах ĕçлемелле, хамăрăн тупăша пысăклатма пулăшмалла».

Бюджет ÿсĕмĕн çак тĕслĕхĕ вара кăçал юлашки мар-тăр-ха. Михаил Игнатьев ятарласа кăсăкланчĕ: «Мĕн пур министерствăпа ведомство Мускавран килмелли укçана илсе пĕтернĕ-и?» Çук иккен. Вице-премьер - строительство министрĕ Александр Гончаров энергипе тухăçлă усă курмалли программăпа килĕшÿллĕн тата 50-60 млн тенкĕ килессе шаннине пĕлтерчĕ. Ку ыйтупа Энергоминпа ĕçлеççĕ. Тепĕр хушăм та пулмалла - ĕçмелли таса шывпа тивĕçтермелли программăна пурнăçлама. Правительство пуçлăхĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов та ял хуçалăхĕнчи ăнăçлă программăсене тĕревлемелли конкурс шучĕпе Чăваш Ен хушма укçа илес шанчăк пурри çинчен каларĕ. Сăмах - çĕр улмипе çыхăннă программа пирки, ыйту çывăх вăхăтрах татăлмалла. Тепĕр самант - ял хуçалăхĕн специалисчĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтерес енĕпе илме май пур пулăшу. Кун пирки Президент та пайăррăн каларĕ: «Çуллен пирĕн 200 ытла специалист çурт-йĕр хакĕн 70% танлашакан тÿлевсĕр пулăшу илет. Çавăнпа та ăçта кадрсен дефицичĕ пур - вĕсен патшалăхăн çак парнине илессишĕн çине тăрсах кĕрешмелле». Çакăн хыççăн бюджет саккунне кĕртмелли улшăнусене ырларĕç.

Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтересси çинчен калакан саккун та улшăнать. Пурлăх министрĕ Светлана Енилина çакна Раççейĕн Çĕр кодексне улшăнусем кĕртнипе сăлтавларĕ. Çĕнĕлĕхсенчен пĕри асăннă çемьесене паракан çĕр лаптăкĕсен виçисене пырса тивет. Саккун вĕсен чи пысăк виçине ÿстерет - мĕнле тĕллев валли панине кура 1,3-1,6 хут таранах. Калăпăр, хушма хуçалăх тытса пыма халĕ 0,15 сотка таран пама пултараççĕ.

Чăваш Ен пуçлăхĕ кăсăкланчĕ: «Эпир чылай çемьене лаптăксем панă. Халĕ саккунра пысăкрах виçе палăртнă та - çав çемьесем лаптăка пысăклатма ыйтсан мĕн тăвăпăр?» Ыйту, паллах, вырăнлă, анчах Пурлăх министерствинче унăн хуравне те пĕлеççĕ ĕнтĕ: «Эпир вăл е ку çемьене çĕр лаптăкĕ сĕннĕ. Вĕсем эпир сĕнекен виçепе килĕшнĕ. Килĕшмессе те пултарнă. Килĕшнĕ тĕк, эппин, çĕрĕн çав виçипе çураçнă...» - терĕ Светлана Енилина. Сăмах май, республикăра нумай ачаллă 924 çемьене шута илнĕ. Хальлĕхе вĕсем валли 425 лаптăк йĕркеленĕ. Çĕрлĕ пулса тăнине ĕнентерекен свидетельство илнисем - 146 çемье.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçин çумĕ Мефодий Архипов паллаштарнă тепĕр саккун проекчĕ инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем квотăлассине çирĕплетет. Кунашкал йĕрке халĕччен те пулнă, анчах унăн уссине курсах кайман темелле. Нумай предприятире ĕç вырăнĕсене ячĕшĕн кăна квотăланă. Ку проект саккуна çаврăнчĕ тĕк лару-тăру лайăхланмалла. Мефодий Михайлович çавăн пекех республикăн 12-20-мĕш çулсенче халăха ĕçе вырнаçма пулăшмалли патшалăх программипе те паллаштарчĕ. Тĕнче шайĕнчи методикăпа усă курса хаклакан ĕçсĕрлĕх 2010 çулта республикăра 9,2% танлашнă. Çак кăтарту çывăх çулсенче нумай чакасси иккĕленÿллĕ. Вăй питти йышăн ĕçсĕрлĕхĕ вара кăçал 2% патнелле, 20-мĕш çул тĕлне вăл 1,3% юлмалла. Программа анлă: ĕçсĕрлĕх шайне чакарнинчен тытăнса ĕçсĕр юлнисене психологи пулăшăвĕ парасси таранах. Пĕтĕмпе çак программа валли 5 млрд тенкĕ ытла тăкаклама пăхнă.

Вĕрентÿ ĕçченĕсен шалăвне ÿстересси пирки черетлĕ хут сăмах пулчĕ. Кун çинчен эпир çырнă та - тепĕр хут таврăнмăпăр. Чăн та, Президент çак ыйтăва юн кун педагогсен конференцийĕнче самай шавлă сÿтсе явни çинчен каларĕ те - калаçăва вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов хутшăнчĕ: «Паллах, мĕн пур сĕнĕве пурнăçлаймăн. Çапах эпир çав сĕнÿсене пĕтĕмлетĕпĕр, Мускава ярса парăпăр». Михаил Игнатьев вара ĕç укçин ÿсĕмĕпе çыхăннă ыйтăва татса пама çăмăл маррине, ку енĕпе тăрăшмаллине палăртнипе пĕрлех çакна та каларĕ: «Вĕсем ют çĕр-шывсенче чылай ытларах тÿлени пирки калаççĕ. Анчах çакна та шута илмелле: чикĕ леш енче налуксем те пысăкрах, тупăшăн 50% таран налуксене тÿлеме каять. Пирĕн çак самантсене халăха ăнлантарса памалла».

Строймин ертÿçи Александр Гончаров электроэнергетика аталанăвĕн программипе паллаштарчĕ. Отрасльте çивĕч ыйту пайтах. Оборудовани кивелнĕ, проект хăвачĕсем тивĕçтермеççĕ. Электричествăпа усă курасси 2004 çултанпа ÿссе пынă. 2009 çулта вара тăруках, 14% /!/, чакнă. Кризисченхи шая, министр шухăшĕпе, 14-15-мĕш çулсенче кăна тухайăпăр. Шупашкарта, ун çывăхĕнче подстанцисен, сетьсен хăвачĕсем çителĕксĕр. Хамăрăн генерацие те аталантармалла. Ку енĕпе Шупашкарти «Элара» çумĕнчи котельнăй никĕсĕ çинче 25-30 МВт хăватлă когенераци станцине хута яни пулăшмалла. Çĕнĕ Шупашкарти ТЭЦра çĕнĕ турбинăна ĕçлеттерсе ярасшăн. Çапах «ытлашши хăватсен» ыйтăвĕ те çук мар. ГЭС кăна мар, ТЭЦ-2, ТЭЦ-3 те туллин ĕçлеймеççĕ. Вĕсен ăшă парса тăмалли хăвачĕпе туллинрех усă курни станцисен экономикишĕн кăна мар, хула çыннисемшĕн те лайăхрах пулмалла.

Çĕр лаптăкĕсене пĕр тĕллеврен теприн валли куçарассине Министрсен Кабинечĕн кашни ларăвĕнчех тишкереççĕ - ку хутĕнче те çавнашкал ыйту пулчĕ. Сăмах Шупашкар районĕнчи Яранкасси ялĕ çумĕнчи çĕре ял çĕрĕсен шутне кĕртесси пирки. 10,7 гектара çурт-йĕр çĕклеме парасшăн. Александр Гончаров пĕлтернĕ тăрăх - çав çĕр ял хуçалăх тĕллевĕсемпе усă курма меллĕ мар: пĕр енчен - чукун çул, тепĕр енчен - ял. 12-15 соткăллă 50-55 лаптăк пулмалла. Çав шутра - нумай ачаллă çемьесем валли те. Михаил Игнатьев ытти лаптăка камсене парассипе кăсăкланчĕ, çийĕнчен çав çĕрсем çинче çурт-йĕр çĕклессине тăсса яма юраманни пирки асăрхаттарчĕ: «Пуçлăхсем çĕр памалли хутсене алă пусаççĕ те - вĕсем пирки манаççĕ. Çав çĕрсем çинче вара кайран хыт хура кăна ашкăрать».

Ял-хула тăрăхĕсен хушшинчи экономика ăмăртăвне йĕркелеме уйăракан укçа та калаçтарчĕ. Пĕтĕмпе 1 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Александр Гончаров çак виçе пĕчĕк тесе ăна пысăклатма сĕнчĕ: «Укçа сахаллине кура вырăнсенче уншăн кĕрешессипе çыхăннă интерес çухалать». Президент шухăшĕпе, кунта пĕлтерĕшĕ укçа виçинче кăна мар, «кĕрешÿре» çĕнтерекен тăрăх пуçлăхĕн ят-сумĕнче те. Апла пулин те Михаил Васильевич сĕнĕве сирмерĕ: «Çапла, 130-200 пин тенкĕлĕх хавхалантарнине ячĕшĕн теме те юрать. Çавăнпа - пăхăпăр, ÿстерме тăрăшăпăр».

Совет Союзĕн, Раççей Геройĕсене, Социализм Ĕçĕн Геройĕсене, Мухтав тата Ĕç Мухтавĕн орденĕсен тулли кавалерĕсене çăмăллăхсемпе тивĕçтермелли йĕркесене çирĕплетесси тавлаштармарĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Венера Муллина пĕлтернĕ тăрăх - асăннă категорисене кĕрекенсем республикăра паян 19-ăн. Саккунпа килĕшÿллĕн вĕсем чылай çăмăллăха натурăпа илме пултараççĕ. Ыйтсан - укçан та. Чăваш Енре пурте укçан тÿлеме ыйтнă-мĕн.

Лару Министрсен Кабинечĕн маларах тунă хăш-пĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртнипе вĕçленчĕ. (Н.Коновалов)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
25 августа 2011
10:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter